Михаил Игнатьев Урмаелĕнче пулчĕ

Михаил Игнатьев Урмаелĕнче пулчĕ

Июнĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Урмаел салинче пулчĕ.
Михаил Игнатьев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов çĕнĕ ача садĕнчи тата вăтам шкулти строительство ĕçĕсемпе паллашрĕç.
Урмаелĕнчи ача садне «Вĕренÿ» приоритетлă наци проекчĕпе хăпартаççĕ. Вăл 110 вырăнлă пулĕ. Проектпа килĕшÿллĕн ача сачĕ икĕ хутлă пулмалла, унта 6 ушкăн ĕçлĕ. Объектăн строительство хакĕ 93 млн тенкĕпе танлашать. Чи савăнăçли: ача садне июль уйăхĕн 15-мĕшĕнче хута ямалла.
Паянхи кун тĕлне илес пулсан, строительсем ырми-канми тăрăшни куçкĕретех. Строительство ĕçĕсен 90 процентне пурнăçланă. Хутса ăшăтмалли тытăма вырнаçтарнă, инженери пайне пурнăçланă, тавралăхра тирпей-илем кĕртессипе анлă ĕçлесе пыраççĕ специалистсем. Урмаел ялĕнче пурăнакансем вара ача сачĕ хута каясса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
Михаил Игнатьев вăтам шкулти строительство ĕçĕпе те паллашрĕ. Специалистсем объектра юсав ĕçĕсене тĕпрен пурнăçлассипе тимлеççĕ.
Ĕçсене пĕлтĕрех пуçăннă, пĕрремĕш пайне пурнăçланă: чÿречесене тĕпрен улăштарнă, электричество пайне çĕнетнĕ, çуртăн фасадне илемлетсе çитернĕ. Пĕтĕмпе 16,6 миллион тенкĕ тăкакланă. Пĕр сăмахпа каласан, чылай ĕç пурнăçланă. Кăçалхи июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен строительство ĕçĕсен иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланнă. Шкула тĕпрен юсама 7,8 млн пăхса хăварнă.
Вăтам шкул директорĕ Фениз Камалдинов çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне шкулти юсав ĕçĕсене пĕтĕмпех вĕçлессине тата тавралăха тирей-илем кĕртес енĕпе ытларах ĕçлессине пĕлтерчĕ.
Урмаел салинче кăçал пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçланаççĕ: ача сачĕ хута каять, вăтам шкул çĕнелет. Апла пулсассăн ку тăрăхра пурăнакансем — чи телейлисем.
А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *