Çитĕнÿ — çирĕп кăмăллисенче

Çитĕнÿ — çирĕп кăмăллисенче

Каçал тăрăхĕнче тĕлĕн-мелле тавралăх: вĕçен кайăксен чĕвĕл-чĕвĕл сассиллĕ ешĕл вăрмансем, куçа йăмăхтаракан хĕрлĕ, сарă, кăвак чечеклĕ улăх-çарансем, хĕвел çинче кĕмĕл тĕслĕн ялтăртатса выртакан юханшывсемпе пĕвесем… Каçал ен хăйĕн маттур та пултаруллă ывăл-хĕрне сăпкара сиктерсе, çирĕп çунат парнелесе анлă пурнăç çулĕ çине тухма пиллет. Пирĕн тăрăхра кун çути курса, улăхри нÿрĕ сукмаксем тăрăх çаруран чупса çитĕннисем хушшинче паянхи кун ĕçре е пултарулăхра палăрнă çынсем нумайăн. Вĕсенчен пĕри — Çĕнĕ Кипеç ялĕнче çуралса ÿснĕ Анатолий Иванов. Вăл Шупашкарти «Промэнерго» электротехника компанине йĕркелесе яраканĕ, унăн пĕр улшăнми ĕçлекен ертÿçи.
Анатолий йышлă çемьере çитĕннĕ. Унăн ашшĕ — Флегент Иванович — Аслă Отечественнăй вăрçă вучĕ витĕр тухнă офицер пулнă. Мирлĕ вăхăтра вăл ялта колхоз председателĕнче нумай çул ĕçленĕ. Унăн мăшăрĕ Клавдия Гурьевна шкулта ачасене вĕрентнĕ. Пилĕк пĕртăван аслă пĕлÿ илсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнă, тивĕçлĕ професси суйласа илсе çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунă.
Пĕррехинче Толя юлташĕсемпе Шупашкара спорт ăмăртăвне кайнă. Пиччĕшĕ Вячеслав вĕсене педагогика институчĕн физика лабораторине экскурсие йыхравланă. Унта ялти шкулта çук темĕн тĕрлĕ прибор та пулнă. Шкул пĕтернĕ хыççăн хăш енĕпе вĕренме каясса Анатолий малтанах палăртса хунă. Вăл ЧПУн электротехника факультечĕн студенчĕ пулса тăнă, 1980 çулта унтан хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă.
Çак çулсенче Чăваш Енре шăпах анлă строительство ĕçĕсем пынă — Промышленноç тракторĕсен Шупашкарти заводне хăпартнă. Çамрăк специалист çак завод çумĕнчи Проектпа конструктор технологи институтне ĕçе вырнаçнă. Тин тăвакан завода ют çĕршывран илсе килнĕ чи çĕнĕ станоксем, робототехника комплексĕсем вырнаçтарма палăртнă. Анчах та вĕсемпе мĕнле усă курмаллине вырăнти операторсем валли кĕске вăхăтра куçармалла пулнă. Ĕçе ăнăçлăн туса ирттернĕшĕн коллектива ВДНХн кĕмĕл медалĕпе наградăланă.
90-мĕш çулсем çитсен промышленноçшăн йывăр вăхăтсем çитнĕ, предприятисенче ĕçлекенсене чакарнă. Çавна май Анатолий Иванович 1998 çулта «Промэнерго» АХО туса хунă. Ĕçе пуçарса яма пиччĕшĕ Вячеслав нумай пулăшнă.
Тин çуралнă предприятишĕн рынок условийĕсенче хăйĕн вырăнне тупма питĕ йывăр пулнă. Апла пулин те ăста алăллă специалистсем пуçа усман, пĕчĕк япаласем туса кăларнинчен пуçласа производствăна анлăлатса пынă. 2000 çулта вĕсем пĕрремĕш пысăк саккаса пурнăçланă, пахалăх çине уйрăм тимлĕх уйăрнă.
Халĕ те предприятире ĕçлекенсем çĕнĕ технологисемпе паллашаççĕ, тематикăлла куравсене хутшăнаççĕ. Çакă организацие пысăк пахалăхлă, усăллă, саккас паракансене юрама пултаракан çĕнĕ йышши продукци туса кăларма май парать. Паянхи кун тĕлне «Промэнерго» АХО туса кăларакан хатĕр-хĕтĕре республикăра çеç мар, унăн тулашĕнче те ыйтакансем чылайăн. Ертÿçĕ ĕç-хĕле кирлĕ пек йĕркелеме пултарнăран, предприятире ĕçлекенсемпе те, унăн продукцине туянакансемпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕрен, ĕç кал-кал пырать. Çавна пулах «Промэнерго» АХО хваттерти пĕр пÿлĕмре вырнаçнă ылтăн алăллă ĕçченсен ушкăнĕнчен калăпăшлă предприяти таран аталанма пултарнă.
Анатолий Флегентович пĕтĕмĕшле илсен 35 çул ытла çак отрасльте вăй хурать. Вăл — ЧР Тава тивĕçлĕ промышленноç  ĕçченĕ  /2013/, РФ Хисеплĕ машиностроителĕ, 2017 çулта «Достояние Республики» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Унсăр пуçне ăна ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе, РФ Президенчĕн Тав çырăвĕпе тата ытти Хисеп хучĕсемпе чысланă.
Икĕ теçетке çул хушшинче çак организацие республика шайĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ предприятисен шайне çитерме пултарни вара чăннипех тĕлĕнтерет. Шăпах пирĕн ентеш çакăн пек çитĕнÿ тума пултарнăшăн эпир мухтанатпăр, ăна малашне те аталану çулĕпе сулмаклăн утма сунатпăр.
Анатолий Иванов:
— Хăй сăпкинче ачашласа, сиктерсе ÿстернĕ тăван районăмăра 80 çул тултарнă ятпа саламлатăп. Малашне те тăван тăрăх хитреленсе, пуянланса пырасса шанатăп. Пирĕн тăрăхра пуян чун-чĕреллĕ çынсем пурăнаççĕ, вĕсем ĕçре те, юрă-ташăра та сатур. Каçал тăрăхĕ хăйĕн капмар та илемлĕ çурчĕсемпе, малта пыракан производствăпа, маттур ывăл-хĕрĕпе мухтанать. Ешер! Çĕклен! Ут малалла, тăван ен!
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *