Суббота, 20 апреля

Роль хыççăн роль калăплать

Роль хыççăн роль калăплать

Раççейре Театр çулталăкне, районăн 80 çулхи юбилейне паллă тунă май «Каçал ен» хаçат тĕпелне Каçал енĕн пултаруллă çыннине, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче нумай роль вылянă Валерий Карпова чĕнтĕмĕр. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ сцена çинче вун-вун роль калăплама та ĕлкĕрнĕ. Вăл — чăн-чăн сцена патши. Спектакльти сăнарсене чĕрĕлĕх кĕртекен ăста артист пин-пин чăвашăн юратăвне, хисепне тивĕçме ĕлкĕрнĕ. Вăл çеç-и? Валерий Карпов сцена çинче вылякан артист çеç мар, вăл режиссер та, юрăç та, концертсем ертсе пыракан та. Пур енлĕ пултаруллă артист хăйĕн таланчĕпе тĕлĕнтерме пăрахмасть. Маттур ентешпе, паллах, мăнаçланать Каçал ен.
Валерий Карпов ачалăхне аса илес пулсассăн, вăл Нĕркеç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Кунтах вырăнти шкулта пĕлÿ пухнă.
— Ачалăх тенĕрен, вăл асанне-асаттепе ытларах çыхăннă. Вĕсем инçех мар пурăнатчĕç те, пĕр вĕçĕмсĕр унта васкаттăм. Асанне Людмила Александровна пианино, балалайка калама ăстаччĕ. Çав тери хитре юрлатчĕ тата. Çак киленĕçе асанне ман юна кĕртсе хăварчĕ. Вăлах мана чи малтан кĕнекесемпе туслаштарчĕ. Шкула кайичченех вулама хăнăхрăм. Парта хушшине ларсассăн çав тери çăмăл пулчĕ мана. Пĕрремĕш учительница — Анна Гладкова мухтатчĕ мана, — аса илет Валерий Владимирович.
Сăмах май каласа хăварас пулсассăн, артистăн ашшĕ Владимир Васильевич хут купăспа выляма ăста, хитре юрлать, сцена çине тухать. Вăл ĕмĕрĕпех механизаторта ĕçленĕ. Амăшĕ, Надежда Демьяновна, суту-илÿ ĕçченĕ пулнă.
Валерий Владимирович шкулта, пурнăçра пулса иртнĕ пăтăрмахсене савăнăçлă кăмăлпа аса илет.
— Шкулта «2» паллă илни те асрах. Географи предметне вĕрентекен Николай Федорович Гладков Коля тусăмпа иксĕмĕре 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне «иккĕ» лартса пачĕ. Урок пĕтичченех парта хушшине лараймарăмăр. Шкул пурнăçĕ — тĕлĕнмелле вăхăт, аса илмелли, сÿтсе явмалли паянхи кун та пайтах. Акă, сăмахран, пĕр класра вĕренекен Ваня темĕн тĕрлĕ пăтăрмах та туса кăтартатчĕ. Пĕчĕк те вăр-вар-скер урок вăхăтĕнче каччăсемпе хĕрсен пушмакĕсене пĕрре кăна мар пĕрле çыхса хунă. Лешсем тăма пăхсассăн ÿкни те пулкаланă. Пионер галстукне шкула çыхса каймасассăн, киле 2 çухрăм чупни те асрах. Концертсем лартни, сцена çине тухни ĕмĕрлĕх асăмра юлнă. Пĕрремĕш утăмсене шăпах шкулта пĕлÿ пухнă вăхăтра тунă. Пире Василий Максимов учитель юрă-ташăпа туслаштарчĕ. Вăл тăрăшнипе кÿршĕ ялсенче те концертпа пулнă. Олег Газманов репертуарĕнчи юрăсене эх! мĕнлерех шăрантараттăмăр. Юптарусем калама юрататтăм. Районти конкурссене те пайтах хутшăннă. Малти вырăнсене те йышăннă. Эпĕ юптару вуланă чухне ыттисем çăвар карса пăхса тăратчĕç, — аса илет Валерий Карпов.
Апла пулсассăн, артист пуласси мĕн ачаранах паллă пулнă маттур яшра. Пурнăç çулĕ ăна театра илсе çитернĕ. Вăл Мускаври М.С.Щепкин ячĕллĕ театрăн аслă училищинчен вĕренсе тухнă. 2002 çултанпа вăл К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче вылять. 17 çул хушшинче вăл роль хыççăн роль калăпланă. Куракансем унăн сăнарĕсемпе — Ванюкпа /»Ялта», Ф.Павлов/, Сергейпе /»Манăн арăм — Хуанита», Н.Сидоров/, Валерипе /»Çĕмĕрт шап-шурă çеçкере», А.Ларченков/, Степанпа /»Юратупа кавăн», И.Стаднюк/, Петĕрпе /»Ыйхă çухатнисем», Н.Терентьев/, Константин Ивановпа /»Çемçе чунлă вĕри юн», И.С.Максимов-Кошкинский/ тата ыттисемпе — киленнĕ, тарăн шухăша путнă, тарăхнă, савăннă, макăрнă. Валерий Карпов республикăри театр искусствин «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсĕн виçĕ хут çĕнтерÿçи /2008, 2012, 2015/, Чăваш Республикин çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ /2008/. Ентеш тăван тăрăхра та пĕрре кăна мар спектакльпе пулнă. Вăл калăплакан рольсем чуна пырса тивеççĕ.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *