Воскресенье, 13 октября

Аталану çулĕпе малалла ăнтăлатпăр

Аталану çулĕпе малалла ăнтăлатпăр

Кăçал тăван районăмăр 80 çул тултарчĕ. Çак хушăра, паллах, экономикăра, социаллă пурнăçра, вĕрентÿ тытăмĕнче, сывлăх сыхлавĕнче тата ытти сферăра чылай улшăну пулса иртнĕ. Апла пулин те, район тунă çитĕнÿсем çинче чарăнса тăмасть, аталану çулĕпе малтан мала талпăнать. Паянхи кун ял çыннисен пурнăçне лайăхлатас, хăтлăлатас тĕллевпе чылай ĕç туса ирттереççĕ. Районăмăрăн сăн-сăпачĕ те юлашки çулсенче палăрмаллах улшăнчĕ: çĕнĕ çуртсем çĕкленчĕç, тĕрлĕ предприяти-организаци ĕçе пуçăнчĕ, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем хута кайрĕç.
Районта пурăнакансем çак паллă кун пирки мĕн шутланине ыйтса пĕлтĕмĕр.
Петр БАРИНОВ,
1986—1991 çулсенче райĕçтăвком председателĕнче ĕçленĕ:
Эпĕ ĕçленĕ çулсенчех район аталанăвне, район çыннисен пурнăç шайне ÿстересси пирĕншĕн тĕп вырăнта пулнă. Ун чухне асфальт çул тăвасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă, аякри ялсене район центрĕпе çыхăнтаракан çулсене кĕске вăхăтра тума тăрăшнă. Район центрĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ çуртсем умне те асфальт сартăмăр. Çавăн пекех тĕрлĕ ялсенче социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем хăпартас ĕç те кал-кал пынă. Халĕ те çулран-çул район аталанса пыни куçкĕрет. Ялсен, район центрĕн сăн-сăпачĕ хитреленсех пырать. Юбилей ячĕпе саламласа малалла та ĕçсем ăнăçлă пыччăр тесе калас килет.

Светлана ГРАЧЕВА,
Комсомольски райпо совечĕн председателĕ:
— Самана таппипе ĕлкĕрсе пыма, паянхи кун ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшатпăр. Хамăр предприятисенче 100 ытла тĕрлĕ продукци туса кăларатпăр. Пĕтĕм ĕçе автоматизациленĕ. Производствăра çĕнĕ йышши хатĕр-хĕтĕрпе усă куратпăр, технологисене çĕнетсех тăратпăр. Юсав ĕçĕсем çине те пысăк тимлĕх уйăратпăр. Магазинсен сăн-сăпатне çĕнетни сутуçăсене тата та тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать. Суту-илÿпе çеç мар, хатĕрлев енĕпе те ĕçлетпĕр. Малашне те аталану çулĕпе ăнăçлăн утăм хыççăн утăм тăвасса шанатпăр.

Ринат ЗАЙНУЛЛИН,
РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕ:
— Район лайăх аталаннинче йĕрке хура-лĕнче ĕçлекенсен те тÿпи пур. Эпир чи малтанах район территорийĕнче йăлтах йĕркеллĕ пултăр тесе тимлетпĕр, преступленисене хирĕç кĕрешетпĕр. Преступность шайне чакарасси, тунă преступленисене çийĕнчех уçса парасси те пирĕн тивĕç. Район юбилейне халалласа ирттерекен массăллă мероприятисем вăхăтĕнче пур çĕрте те йĕрке пуласса, уявсем кăмăллă кĕтменлĕхсемпе çеç асра юласса шанатăп.

Альберт КУЗЬМИН,
Кайнлăк ял поселенийĕн пуçлăхĕ:
— Паянхи кун тĕрлĕ ял поселенийĕсенче тăвакан ĕçсем пурин те куçĕ умĕнче. Çĕнĕ ФАПсем уçăлаççĕ, ача сачĕсем, шкулсем çĕкленеççĕ. Çавăн пекех вырăнти инициативăсен программисемпе килĕшÿллĕн ял çыннисемшĕн пĕлтерĕшлĕ тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланаççĕ. Сăмахран, спорт площадкисем, ачасене вылямалли вырăнсем хута каяççĕ. Юлашки çулсенчи çитĕнÿсемпе чăннипех те савăнма пулать. Кашни ялтах кăмăллă улшăнусем пур тесе шутлатăп. Тунипе çеç чарăнса тăмăпăр, ял çыннисен сĕнĕвĕсене шута илсе пурăнмалли условисене лайăхлатас, ялти пурнăçа хăтлăлатас тĕллевпе тата та чылай ĕç тăвăпăр.

Николай ВАСИЛЬЕВ,
район больницин тĕп врачĕ:
— Район çыннисем сывлăхлă пулччăр тесе пирĕн коллективри кашни çынах тимлет. Юлашки çулсенче паллă улшăнусем пулчĕç. Халĕ эпир кăнтăрти районсемпе пĕр тĕвĕре ĕçлетпĕр. Кашни районти больница вăл е ку енпе специализациленет. Çакă халăха çÿллĕ шайри медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме май парать. Районти тĕп больница çурчĕсене тĕпрен юсани уйрăмах савăнтарать. Халĕ чирлисем ăшă та илемлĕ палатăсенче сипленеççĕ, тухтăрсем те çĕнетнĕ кабинетсенче пациентсене йышăнаççĕ. Юсаса илемлетнĕ больница çуртне кĕрсе тухма та кăмăллă.
Н. КАЛАШНИКОВА калаçнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *