Понедельник, Июль 22

Призерсен шутĕнче

Призерсен шутĕнче

Июнĕн 19—22-мĕшĕсенче ачасен сывлăхне çирĕплетекен Çĕрпÿ районĕнчи «Звездный» лагерь территорийĕнче «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисен республика тапхăрĕ иртнĕ. Унта республикăн тĕрлĕ районĕсемпе хулисенчен 87 команда пуçтарăннă. «Зарница» ушкăнра — 29 команда, «Орленокра» 25 команда вăй виçнĕ. Унсăр пуçне 15 çарпа патриот клубĕ тата 18 професси вĕренÿ организацийĕ тупăшнă. Пурĕ ăмăртăва 870 çын хутшăннă.
Пирĕн район чысне «Орленок» ушкăнра Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн команди хÿтĕленĕ. Тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр ăнăçлăн тухса çамрăк армеецсем, пĕлтĕрхи пекех, 3-мĕш вырăна тухнă.
Л.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code