Вторник, 23 апреля

Уй-хирте

Уй-хирте

Ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче, колхозсенче чи яваплă ĕçсенчен пĕри пырать — выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлесси. Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ шăпах мĕн чухлĕ утă-курăк, сенаж хатĕрленинчен нумай килет. Çакна та шута илмелле: выльăх апачĕ пысăк пахалăхлă тата белокпа пуян пулмалла.
Паянхи куна хуçалăхсенче 2954 тонна утă тата 5487 тонна силос хатĕрленĕ. Çак енĕпе «Труд» ЯХПК тата «Урожай» колхоз тăрăшса ĕçлеççĕ.
Хуçалăхсенче уй-хир культурисене имçам сапас енĕпе те, çĕрулми йăранĕсене кăпкалатассипе те ĕçсем пыраççĕ.
А.СВЕКЛОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *