Вторник, 7 февраля

Çĕршывăн чăн-чăн хÿтĕлевçи

Çĕршывăн чăн-чăн хÿтĕлевçи

Июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче пирĕн çĕршывăн историйĕнчи чи синкерлĕ пулăма — Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнине аса илсе пурте хурланатпăр. Совет халăхĕ кар тăрса тăшмана хирĕç кĕрешнĕ, мирлĕ тÿпешĕн пурнăçне шеллемесĕр çапăçăва кĕрекенсем пинĕ-пи-нĕпе пулнă. Халĕ вăрçăра е тылра çĕнтерĕве çывхартма тăрăшнисем сахаллансах пыраççĕ. Апла пулин те, паттăрсем вилмеççĕ, вĕсен ячĕсем,  ĕçĕсем халăх асĕнче ĕмĕр-ĕмĕр упранаççĕ.

Паян хаçат вулаканĕсене çĕршывăн чăн-чăн хÿтĕлевçипе, паттăр салтакпа — Николай Макаровпа паллаштарас килет.

Вăл 1925 çулта Хурнай ялĕнче çуралнă. Вăрçă пуçлансан çамрăк каччă «Çĕнĕ пурнăç» колхозра учетчикре ĕçленĕ. 1942 çулхи декабрь уйăхĕнче тин 17 çул тултарнă качча çара илсе кайнă. Çулталăка яхăн Николай Макаров  Мускав çар округĕнчи снайперсен шкулĕнче вĕреннĕ, унтах кĕçĕн сержант званине илнĕ. 1943 çулхи октябрьтен пуçласа 1944 çулхи январĕн 28-мĕшĕччен вăл Волхов фронтĕнчи  стрелоксен 998-мĕш полкĕнче çапăçнă, отделени командирĕ пулнă. Вăрçăра пуля шăхăрни, снарядсем çурăлни, тин çеç çапăçăва кĕнĕ салтаксем  вăрçă хирĕнче выртса юлни Н.Макаровăн асне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă. Январĕн 28-мĕшĕнче Николай Макарова сулахай уринчен йывăр амантнă. Вăл çулталăк ытла Боровичи хулинче госпитальте сипленнĕ.

Госпитальтен тухсан Николай Андреевич каллех фронта кайма васканă, Выборг, Эстонири Пярну хулисене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă, çакăншăн Сталинăн Тав хутне тивĕçнĕ.

Николай Макаровшăн вăрçă Польша чиккинче вырнаçнă Остров-Мозовецкий хули çывăхĕнче вĕçленнĕ. Молотоври /халĕ Пермь/ пехота училищинчен Богаченко капитан килсе малалла вĕрентме курсантсем суйланă. Вĕсен йышне Николай та лекнĕ.

Училищĕрен вĕренсе тухсан çамрăк офицер Германире 1951 çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕччен службăра тăнă. Вĕренÿ взвочĕн командирĕ, унтан рота командирĕн политчасть енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă. Ноябрьте ăна Выборг хулине куçарнă. Унта вăл çак должноçрех 1955 çулччен службăра тăнă.

Совет Çарĕнчен майор званийĕпе запаса тухсан та Н.А. Макаров  службăри пекех интереслĕ те тулли пурнăçпа пурăннă. Малтан вăл Ленинград облаçĕнчи «Сосновая Горка» совхоз директорĕн çумĕнче тăрăшнă.  60-мĕш çулсенче çемйипе пĕрле Чăваш Ене таврăннă. Кунта вăл Канашри çар комиссариачĕн                  3-мĕш уйрăмĕн начальникĕн аслă помощникĕнче чылай çул ĕçленĕ, Канаш районĕн граждан оборонин штаб начальникĕ пулнă. 1977 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Чăваш АССРĕн Ĕç тата социаллă ыйтусен патшалăх комитечĕн ĕç енĕпе уполномоченнăйĕнче тăрăшнă, Канашри райĕçтăвкомри ĕç пайĕн заведующийĕ пулнă.

Николай Андреевич паттăрлăхне, хăюлăхне кура нумай наградăна тивĕçнĕ. Вĕсем хушшинче: Отечественнăй вăрçăн I степеньлĕ орденĕ, «За отвагу», «За боевые заслуги» медальсем тата ыттисем те. Çавăн пекех вăл çапăçусенче çеç мар, ĕçре те палăрнă. Николай Макаров —  9-мĕш тата 10-мĕш пилĕкçуллăхсен ĕç ударникĕ тата ĕç ветеранĕ.

Шел пулин те, паянхи кун Николай Макаров пирĕн хушăра çук. Апла пулин те, унăн ячĕ ачисен, мăнукĕсен асĕнче упранĕ. Ирсĕр тăшманпа çапăçăва кĕрекенсем, пире мирлĕ тÿпе парнелекенсем нихăçан та манăçа тухмĕç.

М.ЛЕПЕШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *