Суббота, 20 апреля

Пурăн, тăван ялăм

Пурăн, тăван ялăм

Эпĕ Чăваш Енре, Комсомольски районĕнчи Йăвашкел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Кашни çыншăн çуралнă ен хаклă ĕнтĕ. Маншăн та тăван ял чуна çывăх та илĕртÿллĕ вырăн. Ытарайми юратнă ялăм! Мĕн тери илемлĕ те тирпейлĕ вăл.  Эпĕ астăвассах, пирĕн урам  тăрăх пысăк чулсенчен сарнă çул иртетчĕ. Çулăн икĕ айккипе çуртсем вырнаçнă. Урамсенче сип-симĕс те мăк пек çăра çерем ÿсетчĕ. Мĕн чухлĕ çаруран чупман-ши пĕчĕк шăпăрлансем сывлăм ÿкнĕ çерем çийĕн;! Каярахпа, эпир вăтам шкул пĕтернĕ тĕле, çав пысăк чулсене çĕмĕрсе кăларчĕç те асфальтлă çул сарчĕç. Яла хулари пек автобус та çÿреме пуçларĕ.

Ку тăрăхра ялсем пĕр-пĕринчен  питĕ çывăх вырнаçнă. Йăвашкелпе юнашарах сылтăм енче Тутар Йăвашкел, кĕпер урлă каçсан — Кĕçĕн Çĕрпÿел. Сулахай енче, пĕрер çухрăмра — Хирти Шăхасан ялĕ.

Кĕçĕн Çĕрпÿелпе юнашарах Аслă Çĕрпÿел ялĕ. Çак 5 яла «Красный Октябрь» колхоз пĕрлештерсе тăратчĕ ĕлĕк. Ачасем пурте Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи  вăтам шкула çÿренĕ. Паянхи кун çак ялсем Кĕçĕн Çĕрпÿел ял тăрăхне кĕреççĕ.

Ку енче вăрман таврашĕ çук — вĕçсĕр-хĕрсĕр  уй-хирте тырă-пулă кашлатчĕ. Шкулта вĕреннĕ чух çуллахи каникулта ача-пăча  кашни кунах колхоз хирне е валем тума, е утă-улăм пуçтарма тухатчĕ. Е тата ларса канма  пĕлмесĕр çĕрулми пуссипе кăшман ?пирĕн енче кăшмана чĕкĕнтĕр теççĕ/ йăранĕсене çумкурăкран тасататтăмăр. Сар хĕвелĕ хĕртсе пăхнипе пиçĕхсех каяттăмăр. Кăнтăр апатне  киле таврăнсан вара чи малтан икĕ яла уйăракан çырмара  шыва кĕрсе чăмпăлтататтăмăр. Хăрпăла шывĕ тетчĕç ăна ĕлĕкхи ватăсем. Каярах çав юханшыв юппине пĕвелерĕç те пысăк пĕве пулса тăчĕ. Тутар Йăвашкелпе  ?унта тутарсем вырнаçнă/ Йăвашкел хушшинче çырмаран каçса çÿремелли çакăнса тăракан кĕпер хывнăччĕ. Çак вырăнта çуллахи вăхăтра хаваслă шăв-шав тăратчĕ. Ача-пăча та, аслисем те шыв пуллисем пекех шăмпăлтататчĕç пĕвере. Каçхине хĕрсемпе каччăсем те шыв хĕрринче  тĕл пулатчĕç. Телейлĕ пуласлăх çинчен ĕмĕтленетчĕç. Чăн та, асамлă та илемлĕ, илĕртÿллĕ вырăнччĕ вăл.

Кунтах колхоз кĕлечĕсем ларатчĕç. Инçех те мар лаша вити вырнаçнăччĕ. Лашисем пĕринчен тепри маттуртарах тата хитререхчĕ. Хура лаша ?вороной/, хăмăр лаша ?гнедой/, сарă лаша ?рыжий/, шурă лаша, пăнчăллисем те пурччĕ. Вĕсем çине                    пăхсан манăн та, хĕрача пуçпах, Трубина Мархви пек, асамлă асамат кĕперĕ айĕнчен юланутпа вĕçтерсе тухас килетчĕ.

Пысăках мар Йăвашкел ялĕ: Çÿлтикас, Аялтикас, Анаткас та Пĕчĕккас. Çапах та мĕн тери чуна çывăх вăл. Анаткасран тухсан, Шăхасан енне кайнă çĕрте Шур лаппи текен вырăн пур. Кунта авал шурлăхлă вырăн пулнă теççĕ. Çак вырăнта ĕлĕк çимĕк иртсен питравчченех Йăвашкелпе Çĕрпÿел хĕрĕсемпе йĕкĕчĕсем вăййа тухнă. Хальхи вăхăтра кĕтÿ çÿретеççĕ.

Ытарайми Йăвашкелĕм! Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те хитре эсĕ. Хĕл кунĕсенче шап-шурă юрпа витĕннĕ ялăм юмахри тĕнче пек курăнать. Çуркуннен малтанхи тапхăрĕнче, юр ирĕлсе урам айккисемпе шавласа шыв юхнă вăхăт-и, шăнкăрчсем çунат çапса шăхăра-шăхăра юрланă самант-и, е çуркуннен иккĕмĕш тапхăрĕнче сад пахчинче улмуççисем шап-шурă çеçкене ларсан — епле чечен эс, савнă ялăм. Шăпчăксем юрланине епле киленсе итлеттĕмĕр çурхи каçсенче! Çу кунĕсем мĕн тери илемлĕ тата! Уй-хирте пĕр чарăнми тăри тăрăлтатать, путене  тĕкĕлтетет. Улмуççи пахчинче сарă кайăк чĕвĕлтетет. Çаран тулли çеçке: утмăлтурат,  кукшапуç, шăнкăрав курăкĕ, супăнь чечекĕ, чавкапуç — çитмĕл те çичĕ тĕспе çиçеççĕ сар хĕвел çутинче. Çаранта çÿресе киленнĕ хыççăн çырмана анса юхса выртакан тăрă сивĕ çăлкуç шывне чун каниччен ĕçеттĕ мĕр.

Янратчĕ ял. Пурнăç вĕресе тăратчĕ.

Тăван ялтан тухса кайни те нумай пулать ĕнтĕ. Малтанах тĕп хуламăра — Шупашкара аслă шкула вĕренме кайнăччĕ. Каярах хамăр районтах, Йăвашкелтен инçех мар ялта çемье çавăртăмăр. Тăван ял, çуралнă вырăн, нихăçан та асăмран тухмастăн эсĕ. Пурнăçра килнĕ йывăр самантсенче çуралнă ялăма кайса килетĕп те — хама çунат хушнăнах туятăп. Тăван ялăн сывлăшĕ те сипетлĕ. Вăл аманнă чунăма сиплет, вăй-хал, хавхалану кÿрет.

Анчах юлашки  вăхăтра ялсем пушанса юлма пуçларĕç. Аслă ăру ватăлса пырать. Çамрăксем хулана куçаççĕ. Хальхи вăхăтра ялта ĕçлесе пурăнма çук, теççĕ. Ялта пурăнаканнисенчен те ытларахăшĕ Мускавра вăй хурать. Пурте пысăк укçа шыраççĕ. Никамăн та çĕр çинче ĕçлесе тăранса  пурăнас килмест. Уйрăм фермер хуçалăхĕсем пур-ха, хальлĕхе, нумай выльăх-чĕрлĕх усракансем. Пысăк  лаптăк çĕр çинче пахча çимĕç лартса тăвакансем те пур-ха. Анчах ялта туса илнĕ продукци питĕ йÿнĕпе каять. Кун пек пулсан, ялта ĕçлес текенсем те юлмĕç. Чăваш ялĕсем те  пĕтĕç-шим малашне;

Пурăн, тăван ялăм! Аталан, чечеклен! Ывăлна-хĕрне телей пилле!

 

М.ТИМОФЕЕВА.

Хирти Мăнтăр ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *