Вторник, 23 апреля

Уява хутшăнăр

Уява хутшăнăр

Çитес вăхăтра Комсомольски вăрманĕн уçланкинче районти Акатуй  иртет. Пурне те унта хутшăнма йыхравлатпăр.

Суту-илÿ палаткисене, батутсене июнĕн 28-мĕшĕнче 17 сехетчен вырнаçтарса лартмалла ?вĕсене сыхлассине йĕркеленĕ/. Тавара июнĕн 29-мĕшĕнчи 8 сехетчен илсе килсе пушатмалла. Промышленноç таварĕсен палаткисем шурă-кăвак тĕслĕ, обществăлла апатлану палаткисем сарă-хĕрлĕ тĕслĕ пулмалла. Палаткăсем çине суту-илÿ тăвакан предприятин ятне кăтартакан вывескăсем çакмалла. Апат-çимĕç сутакансен медицина кĕнеки пулмалла. Апатлану вырăнĕсене сĕтел-пукан, хĕвеле хуплакан сунчăксем  вырнаçтармалла. Суту-илÿ тăвакансен çÿп-çап пăрахмалли вырăнсем  йĕркелемелле, вĕсене уяв хыççăн тасатса хăвармалла.

Батут, карусель, тĕрлĕ аттракционсем вырнаçтарма сăнÿкер-чĕксемлĕ заявка тăратмалла. Заявкăсене июнĕн 25-мĕшĕччен 17 сехетчен çак адреспа йышăнаççĕ: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 57-мĕш çурт, 56-мĕш кабинет. Телефон: 8?83539/5-15-67.  Электрон почта: koms_econom1@cap.ru е  koms_econom2@cap.ru.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *