Вторник, 16 апреля

Пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă

Пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă

 

Кăçал эпир район 80 çул тултарнине уявлатпăр. Çавна май хаçат вулаканĕсене рай-она йĕркеленĕ çул çут тĕнчене килнĕ ентешсемпе  _ халĕ ĕнтĕ вĕсем хисеплĕ ватăсен ÿсĕмне çитнĕ — паллаштаратпăр. Паянхи пирĕн хăна — Комсомольскинче пурăнакан Емельян Васильевич Спиридонов.

Емельян Спиридонов Тăманлă Выçли ялĕнче колхозниксен çемйинче çуралса ÿснĕ. 7 ачана кун çути парнеленĕ унăн ашшĕпе амăшĕ. Анчах та вăрçă çулĕсем питĕ йывăр пулнине кура, вĕсенчен виççĕшне çеç çитĕнтерме май килнĕ. Ун чухне выçăллă-тутăллă пурăннă, чирлесен те больницăсене кайма май пулман. Çавна кура ачасем тĕрлĕ чире пула пурнăçран уйрăлнă тĕслĕхсем чылай пулнă.

Емельян  ялти шкулта тăрăшса вĕреннĕ, 7 класс пĕтернĕ хыççăн Аслă Чурачăкри вăтам шкулта ăс пухнă. Ун хыççăн Хусан çывăхĕнчи Сталин ячĕллĕ колхозра пĕр çулталăк тĕрлĕ ĕçсенче тăрăшнă. Кайран çамрăк каччă салтак атти тăхăннă, Арзамас-75 секретлă объектра службăра тăнă. 3 çул салтак пăтти çинĕ Е.Спиридонов отделени командирĕ пулнă, тăван яла  сержант званийĕпе таврăннă.

1961 çулта хастар çамрăк Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне агрономи факультетне вĕренме кĕнĕ. Унтан вĕренсе тухнă хыççăн ăна Патăрьелĕнчи «Путь Ленина» колхозра тĕп агрономра ĕçлеме шаннă.  Емельян Васильевич çак ĕçре тăрăшнă вăхăтра ял хуçалăхĕнчи кăтартусем чылай лайăхланнă. Колхоз малти ретре шутланнă, пур енĕпе те тухăçлă ĕçленĕ. 8  çул колхозра ял хуçалăхне аталантарас тесе тăрăшнă Е.Спиридонов, унтан халăх ăна юратнине кура ăста специалиста районăн тĕп агрономне лартнă.

— Вăл вăхăтра республикăра ял хуçалăхĕ вăйлă аталаннă пулнă. Патăрьел районĕнчи хуçалăхсем те кĕрлесе çеç тăнă, пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçленĕ. Районăн тĕп агрономĕ пулнă май ял-ял тăрăх чылай çÿренĕ, хуçалăхсен ĕçне йĕркелеме пулăшнă, — аса илет Емельян Васильевич.

1978 çулта вăл тăван района куçса килнĕ, «Заря» колхозăн председателĕн çумĕнче вăй хума пикеннĕ. Кăштахран тăрăшуллăскере Тукайри комбикорм хатĕрлекен цехăн директорне лартнă.

— Пирĕн цех вăйлă ĕçлетчĕ. Кунне 60—80-шар тонна комбикорм туса кăлараттăмăр. Халь, шел пулин те, çав цеха тĕппипех пĕтерчĕç, — каласа парать Е.Спиридонов.

Кайран та вăл тĕрлĕ ĕçре яваплăха туйса вăй хунă: «Комсомольский» совхозăн мăйракаллă шултра выльăх комплексĕн начальникĕ, совхозăн партком секретарĕ, йăла ыйтăвĕсен комбиначĕн директорĕ пулнă. Пур çĕрте те хăйне шанса панă тивĕçсене туллин пурнăçланă вăл, тăрăшулăхне пула ял хушшинче хисепе тивĕçнĕ.

Спиридоновсем 4 ачана кун çути парнелесе пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма пулăшнă. Пурте вĕсем вĕренсе пĕлÿ илнĕ, пурнăçра кашни хăйĕн вырăнне тупнă, Канаш тата Шупашкар хулисенче тĕпленнĕ. Халĕ Емельян Васильевич мăшăрĕпе пурăнать, районта, республикăра мĕн пулса иртнипе хаçатсем урлă паллашсах тăрать. Пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнăскер, паянхи хуçалăхсен ĕçĕпе уйрăмах интересленет.

— Унчченхи колхозсенчен нимĕн те юлмарĕ тесен те юрать. Вырăн-вырăн мăян çеç çитĕнтереççĕ. Ĕçлеме юратман, ĕçкĕпе иртĕхекен çынсемпе, паллах, хуçалăха малалла яма çук. Ĕçлес текенсем ĕçлеççĕ-ха, халĕ те лайăх тупăш туса илеççĕ. Вĕсенче ĕнтĕ пирĕн районăн пуласлăхĕ, — палăртать шухăшне Е.Спиридонов.

Н.КАЛАШНИКОВА. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *