Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ пулать

Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ пулать

Июнĕн 24-мĕшĕнче, Республика кунĕнче, Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ иртет. 7-мĕш хут иртекен çак уяв республикăра пурăнакансене çеç мар, пĕтĕм Раççейри чăвашсене пĕрлештерсе тăрать.

Акатуйра Раççейĕн 16 регионĕнчен килнĕ 23 коллектив хăйсен юрри-ташшипе савăнтарать. Шупашкара чикĕ леш енчен те — Казахстанран, Беларуçрен — хăнасем килсе çитĕç.   

Уяв программи, йăлана кĕнĕ тăрăх, пуян пулать. Купăс калакансен регионсем хушшинчи «Выля, хут купăс!» конкурсĕ куракансене тата та хавхалантарĕ. Вăл Анне монуменчĕ умĕнче иртет. Унта Чăваш Енри, Пушкăртстанри, Иркутск, Самар, Мурманск, Чĕмпĕр облаçĕсенчи купăсçăсем хутшăнма кăмăл тунă.

Чăваш халăхĕ тарават та хăнасене кĕтсе илме яланах хавас пулнине хуплу çирĕплетет. Чăвашсен наци уявĕсем унсăрăн иртмеççĕ. Кăçалхи Акатуйра пĕçерме палăртнă хуплу 300 килограмм тайĕ, 30 метр тăршшĕ пулĕ. Ăна пурте тутанса курĕç.

Пурне те Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне пырса курма йыхравлатпăр. Вăл июнĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра тата Анне монуменчĕ патĕнче иртет, 14.30 сехетре пуçланать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *