Четверг, 25 апреля

Спартакиада вĕçленчĕ

Спартакиада вĕçленчĕ

Чăваш Республикинчи шкул ачисен спартакиади  спортивлă-техникăлла тата ĕçлевлĕ спорт тĕсĕсемпе А. Г.Николаев космонавтăн кубокĕшĕн иртет. Ăна 2004 çулта пуçарса янă. 15-мĕш спартакиадăн программине спортăн çак тĕсĕсем кĕреççĕ: «Хут çĕленсем» фестиваль, «Çамрăк пушарнăйсен» слечĕ, çамрăк инспекторсен «Сыхлăхлă кустăрма»  слечĕ, картинг турнирĕ. Авиа, судо, авто, радио управлени тата ракета моделĕсемпе ăмăртусем иртеççĕ.

Кашни çулах çак ăмăртăва район администрацийĕ çумĕнчи Ачасене хушма пĕлÿ паракан центр хутшăнать. Юлашки çулсенче вĕсем  ÿсĕм хыççăн ÿсĕм туса пыраççĕ. Пĕлтĕр те вĕренÿ çулĕ вĕçленсе пынă вăхăтра  спартакиадăра çак центрăн команди  3-мĕш вырăн йышăннă. Çак ĕçре тăрăшакан   В.М.Салаев вĕрентекене палăртса хăвармалла. Вăл Асанкасси вăтам шкулĕ çумĕнчи «Пуçламăш техника моделированийĕ» кружока ертсе пырать. Вĕренÿ çулĕ вăхăтĕнче вăл 5 спорт тĕсĕпе 5 команда хатĕрлеме пултарнă. Пушар-ĕçлевлĕх спорт тĕсĕнче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн çĕнĕ команди япăх мар кăтартусем тунă /вĕрентекенĕ В.П.Автономов /. Спартакиадăн кăтартăвĕсемшĕн  хушма пĕлÿ паракан центрăн техника енĕпе ĕçлекен ытти вĕрентекенĕсем те нумай тăрăшнă.

Н.МАКСИМОВ,

центр директорĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *