Вторник, 23 апреля

Хирти Мăнтăр культура çуртĕнче «Души моей уголок на правом берегу Ерыклы» кĕнеке презентацийĕ иртрĕ

Хирти Мăнтăр культура çуртĕнче «Души моей уголок на правом берегу Ерыклы» кĕнеке презентацийĕ иртрĕ

Çак кунсенче Хирти Мăнтăрти культура çуртĕнче Антонина Алексеевна Смирнова (Полякова) «Души моей уголок на правом берегу Ерыклы» кĕнекин хăтлавĕ е презентацийĕ иртрĕ. 

Антонина Алексеевна 1946 çулхи юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Хирти Мăнтăр ялĕнче, нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. 1962 çулта Хирти Мăнтăрти сакăр класс вĕренмелли шкултан, 1965 çулта Çĕнĕ Кипеçри вăтам шкултан вĕренсе тухать. Ун хыççăн Шупашкарти пир-авăр техникумéнче вĕренсе техник–технолог специальноçне алла илет. 1980 çулта Чăваш патшалăх университетĕнче экономистсен факультетне пĕтерет.

Антонина Алексеевна ача чухнех историпе интересленнĕ, кĕнекесем вуланă, статьясем пуçтарнă. Ялти ватă çынсемпе калаçса халăх историне, ял пурнăçне тĕпченĕ. Çавăн пекех вăл сăвă çырма та юратнă. «Тăван ялăм чĕрери кĕтесĕм» сăвăсен пуххи талантлă çыравçăн пĕрремĕш кĕнеки. Çак кĕнекене чăвашла, вырăсла çырнă сăвăсем кĕнĕ. Мĕн çинчен çырать сăвăç? Паллах, тăван чĕлхе, юрату, тăван ял теми тĕп вырăн йышăнаççĕ.

«Души моей уголок на правом берегу Ерыклы» кĕнекене сÿтсе явма шкул ачисем, вĕрентекенсем, Антонинăпа пĕрле ÿснĕ тус–тантăшĕсем, ял халăхĕ, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă тăванĕсем пуçтарăннă. Шупашкартан сумлă хăнасĕм: паллă çыравçă, Чăваш Халăх Академикĕ Патмар Эдисон, Янкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ икĕ сыпăкри тăванĕ, сăвăç Петр Яковлев, филологи наукисен доценчĕ, таврапĕлÿçĕ Васильева Федосия килсе çитрĕç.

Хирти Мăнтăрти культура çурчĕн ертÿçи Валентина Петровна Антонина Алексеевнăна кĕнекесем пичетленсе тухнă ятпа ăшшăн саламларĕ, пултарулăх ĕçĕнче пысăк утăмсем тума сĕнчĕ.

Йăлмахва ял библиотекин ертÿçи Альбина Ефремова авторăн кун–çулĕ çинчен элетронлă презентаци кăтартса паллаштарса пычĕ. «Души моей уголок на правом берегу Ерыклы» кĕнекене анлăн тишкерчĕ.   Кĕнеке виçĕ пайран тăрать.  Пĕрремĕш сыпăкне пирĕн несĕлсене халалланă.

Иккĕмĕшенче вара тĕрлĕ çулхи ял пурнăçне тĕплĕн сăнласа панă. Автор чăваш йăли-йĕркисене, авалхи юрăсене кĕртнĕ. Çавăн пекех Хирти Мăнтăрти чиркÿ тата шкул историне çутатса панă.

Виççĕмĕш сыпăкра ку тăрăхри кашни çын хăйсен йăхĕ мĕнле пуçланса кайса аталаннине пĕлме пулать. Малалла автор кĕнекепе тата та тĕплĕнрех паллаштарчĕ. Ачалăхне аса илнĕ май хурланмасăр чăтаймарĕ.

Антонина Алексеевнăна сумлă кĕнеке пичетлесе кăларнă ятпа Эдисон Патмар саламларĕ, хăйĕн çĕнĕ кĕнекисене Йăлмахва ял библиотекине парнелерĕ.

Кайнлăк ял администрацийĕ ячĕпе унăн специалистчĕ Марионелла Николаевна автора ăшшăн саламласа ăнăçу сунчĕ.

Малалла ял халăхне шкул ачисем хаваслă юрă–ташăпа савăнтарчĕç, авторăн сăввисене чуна тивмелле каласа пачĕç.

Антонина Смирновăн Хирти Мăнтăр ялĕ çинчен çырнă «Души моей уголок на правом берегу Ерыклы» кĕнеки ку тăрăхри пулас ăрушăн хаклă та пĕлтерĕшлĕ тупра пулнине палăртса хăварчĕç курава пуçтарăннă ял çыннисем. Кĕнеке хăтлавĕ туслă та кăмăллă лару–тăрура иртрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *