Четверг, 25 апреля

Почта уйрăмĕнче тăрăшса ĕçлеççĕ

Почта уйрăмĕнче тăрăшса ĕçлеççĕ

Çĕнĕ Мăратри почта уйрă-мĕнче  тăватă почтальон тăрăшса ĕçлет. Урамра шапăртатса çумăр çăвать-и, тăман вĕçтерет-и, хĕвел хĕртет-и — вĕсем кашни кунах çул çинче. Кунне миçе çухрăма парăнтараççĕ-ши вĕсем; Акă, тĕслĕхрен, Тамара Георгиевна Шуряшкина Çĕнĕ Мăрат тата Вутлан ялĕсене çул тытать. Ирина Васильевна Семенова Тăманла Выçли çыннисемпе пĕр чĕлхе тупма васкать.  Елена Владимировна Соловьева Тукай ялне хаçат-журналпа тивĕçтерет. Людмила Геннадьевна Иванова Çĕнĕ Мăратри кашни киле кĕрсе тухать. Тукай ял тăрăхĕн çыннисем почта ĕçченĕсемпе питĕ кăмăллă:

— Хаçат-журнала вĕсем çи-йĕнчех валеçеççĕ, пенси укçине те вăхăтра параççĕ.

Çĕнĕ  Мăратри  уйрăма  Екатерина Валерьевна Казакова ертсе пырать.

— Пирĕн  коллектив питĕ туслă.  Халĕ хаçат-журнал 2019 çулхи иккĕмĕш çур çуллăха çырăнтармалли тапхăр пырать. Почтальонсем плана тултарассишĕн чунтан тăрăшаççĕ. Паянхи куна  ку  тăрăхра  район хаçатне 153 çемье çырăннă. Çакăнпа çеç çырлахмастпăр тата та çырăнасса шанса тăратпăр. Паллах, кашни çур çултах хаçат çырăнакансем чакса пыраççĕ. Тен, çынсем интернет уçлăхĕнче вуланине те çителĕклĕ тесе  шутлаççĕ;

Уйрăмра  ĕç кал-кал пырать. Ăнăçу сире, хăвăрăн ĕçĕре чунтан парăннăскерсем!

А.МАТРОСОВА.

   

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *