Чăваш Республикинчи хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен тата ытти техникăн юсавлăхне пăхса-асăрхаса тăракан патшалăх инспекцийĕн кăçалхи 33-мĕш номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн çĕртме уйăхĕн 10—21-мĕшĕсенче республикăра, çавăн пекех Комсомольски районĕнче те, «Прицеп» профилактика мероприятийĕ иртет.
Профилактика мероприятийĕ вăхăтĕнче хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсем, прицепсем регистраци правилисене пăхăннине, çулталăкри патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнине, механизаторсен хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе çÿреме ирĕк пуррине тата ыттине тĕрĕслеççĕ. Çул-йĕр, ĕç хăрушсăрлăх техникин, регистраци правилисене пăссан, техника юсавлă пулмасан саккунпа килĕшÿллĕн административлă явап тыттараççĕ.
С.КОКАРЕВ,
патшалăх техника асăрхавĕн
районти аслă инспекторĕ.