Четверг, 25 апреля

Кĕнекере – ял историйĕ

Кĕнекере – ял историйĕ

Июнĕн 14-мĕшĕнче Хирти Мăнтăр культура çуртĕнче Антонина Смирнован /Полякован/ «Души моей уголок на правом берегу Ерыклы» кĕнекин презентацийĕ иртрĕ.
Антонина Алексеевна 1946 çулта Хирти Мăнтăр ялĕнче, нумай ачаллă çемьере çуралнă. 1962 çулта Хирти Мăнтăрти сакăр класс вĕренмелли шкултан, 1965 çулта Çĕнĕ Кипеç вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Ун хыççăн Шупашкарти пир-авăр техникумĕнче вĕренсе техник-технолог специальноçне алла илнĕ. 1980 çулта Чăваш патшалăх уни- верситечĕн экономика факультетне пĕтернĕ.
Антонина ача чухнех историпе интересленнĕ, кĕнекесем вуланă, интереслĕ статьясене пуçтарса пынă. Çавăн пекех ялти ватă çынсемпе калаçса халăх историне, ял пурнăçне тĕпченĕ, сăвă çырма юратнă. «Тăван ялăм, чĕрери кĕтесĕм» сăвăсен пуххи — талантлă çыравçăн пĕрремĕш кĕнеки. Çак кĕнекене чăвашла, вырăсла çырнă сăвăсем кĕнĕ. Сăвăçăн пултарулăхĕнче тăван чĕлхе, юрату, тăван ял темисем тĕп вырăн йышăнаççĕ.
«Души моей уголок на правом берегу Ерыклы» кĕнекене сÿтсе явма шкул ачисем, вĕрентекенсем, Антонинăпа пĕрле ÿснĕ тус-тантăшĕсем, ял халăхĕ, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă тăванĕсем пуçтарăнчĕç. Шупашкартан сумлă хăнасем: паллă çыравçă, Чăваш халăх академикĕ Эдисон Патмар, Янкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ икĕ сыпăкри тăванĕ, Петр Яковлев сăвăç, филологи ăслăлăхĕсен доценчĕ, таврапĕлÿçĕ Феодосия Васильева килсе çитрĕç.
Хирти Мăнтăр культура çурчĕн ертÿçи Валентина Данилова автора кĕнеке пичетленсе тухнă ятпа ăшшăн саламларĕ, пултарулăх ĕçĕнче пысăк утăмсем тума сунчĕ. Йăлмахва ял библиотекин ертÿçи Альбина Ефремова авторăн кун-çулĕ çинчен электронлă презентаци кăтартрĕ, «Души моей уголок на правом берегу Ерыклы» кĕнекене анлăн тишкерчĕ.
Кĕнеке виçĕ пайран тăрать. Пĕрремĕш пайне пирĕн несĕлсене халалланă. Иккĕмĕшĕнче тĕрлĕ çулсенчи ял пурнăçне тĕплĕн сăнласа панă. Автор чăваш йăли-йĕркисемпе авалхи юрăсене кĕнекене кĕртнĕ. Çавăн пекех Хирти Мăнтăрти чиркÿн тата шкулăн историне çутатса панă. Виççĕмĕш пайра ку тăрăхри кашни çын хăйсен йăхĕ мĕнле пуçланса кайса аталаннине пĕлме пултарать. Малалла Антонина Алексеевна кĕнекепе тата та тĕплĕнрех паллаштарчĕ, ачалăхне аса илнĕ май хурланмасăр чăтаймарĕ.
Автора сумлă кĕнеке пичетлесе кăларнă ятпа Эдисон Патмар салам- ларĕ, çавăн пекех вăл хăйĕн çĕнĕ кĕнекисене Йăлмахва ял библиотекине парнелерĕ.
Кайнлăк ял администрацийĕ ячĕпе унăн специалисчĕ Марионелла Тимофеева автора ăшшăн саламласа ăнăçу сунчĕ. Шкул ачисем хаваслă юрă-ташăпа савăнтарчĕç, авторăн сăввисене чуна тивмелле вуласа пачĕç.
Антонина Смирнован Хирти Мăнтăр ялĕ çинчен çырнă «Души моей уголок на правом берегу Ерыклы» кĕнеки ку тăрăхри пулас ăрушăн хаклă та пĕлтерĕшлĕ тупра пулнине палăртса хăварчĕç курава пуçтарăннă ял çыннисем. Кĕнеке хăтлавĕ туслă та кăмăллă лару-тăрура иртрĕ.

А.ЕФРЕМОВА,
библиотекарь.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *