Пятница, 26 апреля

Юратнă ĕçре – 40 çул ытла

Юратнă ĕçре – 40 çул ытла

Ачасем — пирĕн пуласлăх, çавăнпа та вĕсем сывлăхлă пулни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пепке тин кун çути курсанах шурă халатлă ĕçченсем унăн сывлăхне сăнама пуçлаççĕ, кашни уйăхрах мĕнле аталаннине тĕрĕслеççĕ, çамрăк амăшĕсене сĕнÿ-канашпа чылай пулăшаççĕ. Урмаелĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче ача-пăча медсестринче ĕçлекен Минезия Хамдеева çак ĕçе ачасене юратнăран суйласа илнĕ.
Минезия шкул пĕтернĕ хыççăн Канашри медицина училищине çул тытнă. 1978 çулта ăна ăнăçлăн вĕçлесе тăван яла таврăннă, малтанах шкулта медсестрара тăрăшма пикеннĕ. Каярахпа вăл пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне куçнă.
— Ачасемпе ĕçлеме питĕ юрататăп. Вĕсемпе хутшăннă май ватăлма вăхăт çук, çамрăклансах пыратăп, — чунĕ ыйтнипе суйласа илнĕ профессийĕпе питĕ кăмăллă Минезия аппа.
40 çул ытла ача-пăча медсестринче вăй хурать вăл, хăйĕн тивĕçĕсене тăрăшса, туллин пурнăçлать. Тивĕçĕсем вара унăн сахал мар: тин çуралнă пепкесем патне килĕсене çитсе вĕсем мĕнле аталаннине тĕрĕслемелле, ачасем мĕнле условисенче çитĕннине сăнаса тăмалла, çамрăк амăшĕсене кирлĕ сĕнÿсем памалла, ача сачĕсене, шкула çÿрекен шăпăрлансен сывлăхне вăхăт-вăхăт тĕрĕслемелле, профилактика прививкисем тумалла… Унсăр пуçне Минезия Минетулловна кашни çулах «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисене хутшăнакан ачасемпе пĕрле вăрман хĕррине çул тытать, уçă сывлăшра ирттернĕ кунсенче ачасен сывлăхĕ хавшасран тимлет.
— Çак вăйăсем кашни çулах йĕркеллĕ иртеççĕ, апла пулин те пулăшу ыйтма пыракансем пулаççĕ. Акă, кăçал та шăрăхпа пуç ыратни çинчен калакансем пулкаларĕç. Пĕтĕмĕшле илсен вара, кун пек мероприятисенче ачасен чирлесе ларма вăхăт çук, вĕсем вăрман хĕрринче ирттерекен кашни сехетпе туллин усă курма тăрăшаççĕ, — уçать шухăшне шурă халатлă ĕçчен.
4 çул ĕнтĕ Минезия Хамдеева çуллахи вăхăтра Шупашкар çывăхĕнчи «Салют» ача-пăча лагерĕнче вăй хурать. Унта вăл ачасен канăвĕ усăллă ирттĕр тесе тимлет.
Минезия аппа мăшăрĕпе 3 ачана кун çути парнеленĕ. Анчах та пурнăç урапи пурин те такăр çулпа кусмасть çав. Минезия аппан мăшăрĕ йывăр чире пула питĕ ир çĕре кĕнĕ. Ун чухне кĕçĕн пепки 2 çулта çеç пулнă. Ăшă кăмăллă та ырă хĕр-арăма çак инкек питĕ хуçса хăварнă, апла пулин те вăл хăйне алла илме, ачисене çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларма, çурт лартма вăй-хал тупнă.
Хĕрĕсем, мĕн пĕчĕкрен амăшĕ мĕн ĕçленине курса çитĕннĕскерсем, пурнăçĕсене сывлăх сыхлавĕпе çыхăнтарнă. Гульнара фельдшера вĕренсе тухса пĕр хушă Хирти Мăнтăр ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче вăй хунă, халĕ Комсомольскинче аптекăра ĕçлет. Ильнара Патăрьелĕнчи больницăри васкавлă пулăшу уйрăмĕнче медсестрара тăрăшать. Амăшĕнчен тĕслĕх илсе хăйсене шанса панă тивĕçĕсене пĕтĕм чунтан пурнăçлаççĕ вĕсем.
Минезия Хамдеева эмелпе çеç мар, ăшă сăмахпа та сиплет, ачапа ачалла пуплесе ун чунĕ патне çул тупать. Çĕр варринче пырса пулăшу ыйтакансем те чылай пулаççĕ. Никама та хирĕçлесе тăмасть ырă кăмăллă хĕрарăм, май пулнă таран яланах пулăшу кÿрет.
— Ачасен сывлăхне сăнаса тăнă май вĕсем мĕнле ÿссе-çитĕнсе пынине, çын пулнине курма питĕ кăмăллă. Çитĕнсен те манăн ачасем мана хисеплеççĕ, урамра курсан сывлăхпа интересленеççĕ, «Минезия аппа, мĕнле пурăнатăн;» тесе ыйтаççĕ. Çакă вара ылтăнран та хаклă, — тет Минезия Минетулловна.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *