Пятница, 19 апреля

Маттур ĕçлекенсене – парне

Маттур ĕçлекенсене – парне

2019 çулхи иккĕмĕш çурçула хаçат-журнал çырăнтармалли тапхăр вĕçлениччен шутлă кунсем юлчĕç. Хаклă вулакансем, эсир район хыпарçине — «Каçал ен» хаçата çырăнма манман-и? Çырăнса ĕлкĕреймен пулсассăн çак кунсенче почтальонсемпе тĕл пулма васкăр. Вĕсем сире хаçат-журнал çырăнтарма яланах хатĕр. Шăпах почтальонсем ялта пурăнакан кашни çынпа тĕл пулаççĕ: кама пенси укçипе тивĕçтереççĕ, теприсене хаçат-журнал, çыру илсе çитереççĕ, виççĕмĕшĕсене — посылка, тăваттăмĕшĕсенчен электроэнергишĕн, газшăн укçа-тенкĕ илеççĕ… Çавăн пекех çав вăхăтра кил-çуртра кирлĕ таварĕсене те сутма вăй çитереççĕ. Паянхи почтальон темĕн тĕрлĕ ĕç пурнăçлакан ĕçчен. Унăн ĕçĕ яваплă та тĕрлĕ енлĕ. Вăл кунсерен вуншар километр хыçа хăварать. Çуллахи вăхăтра ытларах велосипедпа çула тухать пулсассăн, хĕллехи вăхăтра почтальон çуранах çÿрет. Çăмăл мар ĕçре вăр-варлăх та, тăрăшулăх та кирлĕ. Районти почта уйрăмĕсенче ĕçлекенсем шаннă ĕçре маттур. Апла пулин те çырăнтару тапхăрĕнче йывăрлăхсем пурри пирки пĕрре те пытармаççĕ.
— Ялта пурăнакансем хаçат-журнал вулама пăрахрĕç. Периодика изданийĕсене çырăнса илме хаклăрах теççĕ. Апла пулин те чылай хаçат-журналпа туслă çынсем пирĕн хушăра пур-ха. Вĕсем яланах çырăннă, çырăнаççĕ те, — теççĕ почтальонсем.
Эпир те район хаçачĕн тусĕсем ытларах пулсассăн тем пекех савăнатпăр. Вĕсен йышĕ ÿссе пытăр тесе «çанă тавăрсах» ĕçлетпĕр. Хаçат тусĕсем валли те пĕрре анчах мар лотерея, тĕрлĕ акцисем йĕркелерĕмĕр. Ку хутĕнче вара кăштах та пулин ырми-канми тăрăшакан почтальонсене хавхалантарас тетпĕр.
Чи маттур та лайăх ĕçлесе пыракан, «Каçал ен» хаçата 2019 çулхи пĕрремĕш çурçултан ытларах тата чи нумай çырăнтарнă почта уйрăмне ПЫСĂК ПАРНЕ кĕтет. Чи хастар, тăрăшуллă виçĕ почтальона та хаклă парнесемпе чыслатпăр.
Апла пулсассăн 2019 çулхи иккĕмĕш çурçулăн çырăнтару тапхăрне лайăх кăтартусемпе вĕçлессе шанатпăр. Çакна пурнăçлама пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлени, пĕр-пĕрне ăнланни пулăшать те.
«Каçал ен» хаçат редакцийĕн коллективĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *