Суббота, 4 февраля

Тирпей-илем кĕртер – конкурсра çĕнтерер

Тирпей-илем кĕртер – конкурсра çĕнтерер

Район администрацийĕ çулсерен чи тирпейлĕ те илемлĕ территорине палăртас тĕллевпе смотр-конкурс ирттерет. Кăçал та çак конкурс темиçе енлĕн иртет. Çав шутра: социаллă сфера учрежденийĕн территорине тата ун çывăхĕнчи участока тирпей-илем кĕртесси, чечек клумбисем тата кану кĕтесĕсем йĕркелесси, уйрăм çуртсем вырнаçнă урамсене, нумай хваттерлĕ çуртсем çывăхĕнчи территорие, харпăр хăй пурăнмалли çурт çумĕнчи çĕр участокне тирпей-илем кĕртесси.
Кашни çулах çак конкурса ирттернин пĕлтерĕшĕ пысăк. Районти ялсенче чечек клумбисем, кану кĕтесĕсем нумайланаççĕ, çынсем хăйсем пурăнакан вырăнсене, урамсене, картишсене тирпей-илем кĕртеççĕ.
Район администрацийĕ смотр-конкурса активлăн хутшăнма сĕнет. Конкурс материалĕсене августăн 1-мĕшĕччен çак адреспа йышăнаççĕ: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 57-мĕш çурт, 20-мĕш кабинет. Тĕплĕнрех пĕлес тесен çак телефонпа шăнкăравламалла: 5-12-65.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *