Пятница, 19 апреля

Çарпа патриот акцийĕ

Çарпа патриот акцийĕ

Чăваш Енре «Астăвăм йывăçĕ» çарпа патриот акцийĕ иртет.
Июнĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республики Пĕтĕм Раççейри «Горсть памяти» çарпа патриот акцине хутшăнать. Мероприятире 1941—1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ çар çыннисене пытарнă тăпрана илсе ятарлă контейнерсене /»салтак енчĕкне»/ хураççĕ. Унтан Ăна артиллери снарячĕн гильзине хурса Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен Тĕп храмĕн историпе мемориал комплексне вырнаçтараççĕ.
Акци Раççей Федерацийĕн мĕн пур субъектĕнче иртет. Ăна çамрăксене çарпа патриотла воспитани парас ĕçе вăйлатас, истори астăвăмне упрас, Тăван çĕршывăн еткерлĕхне манма парас мар, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă çар çыннисен ятне асра хăварас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Шупашкарта çак мероприяти Б.Хмельницкий урамĕнчи тăванла масарта пулса иртет. Вăл 12 сехетре пуçланать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *