Взятка ыйтсан

Взятка ыйтсан

Раççей Федерацийĕн Уголовлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексăн 290 статйинче взятка панăшăн тата сĕннĕшĕн тивекен яваплăха туллин палăртнă.
Ку енĕпе айăпа кĕнĕ çыннăн ирĕклĕхне чакарма е ăна ирĕклĕхсĕр хăварма пултарнисĕр пуçне, саккуна пăсакана взятка виçинчен 100 хут пысăкрах суммăлăх штрафлама пултараççĕ. Взятка паракан анчах мар, ăна илекен те саккун умĕнче явап тытать. Енчен те сиртен взятка ыйтаççĕ пулсан, мĕн тумалла тата хăвăра мĕнлерех тытмалла;
— Хирĕçлемелле, — асăрхаттарать Чăваш Республикин прокуратури.
Çакăн пирки право хуралĕн органĕсене тÿрех пĕлтермелле. Киревсĕр шухăшлă чиновниксем халăхпа ĕçлеме тивĕç мар, çавăнпа та çак сĕнÿсене шута илни вырăнлă:
— взятка ыйтсан хăвăра асăрхануллă тытăр, хăратса е хистесе укçа ыйтаканпа калаçнă чух эсир взятка пама хатĕррине ăнланса илме май паракан сăмахсенчен асăрханмалла;
— миçе тенкĕ ыйтнине, ăна ăçта, хăçан тата мĕнле майпа памаллине астуса юлмалла;
— взятка памалли вырăна тепĕр тĕлпулура палăртасси пирки калаçса тăтăлмалла;
— ытларах укçа ыйтакана калаçма ирĕк памалла, çакă унран ытларах информаци илме май парать;
— çак тĕслĕх пирки пĕр тăхтаса тăмасăр йĕрке хуралĕн органĕсене пĕлтермелле.
Взятка илнипе е сĕннипе çыхăннă, йĕркене пăснă ытти тĕслĕхсем пулсан 8/8352/ 39-20-66 /ЧР Прокуратури/, 24-18-03, 02 /ЧР Шалти ĕçсен министерстви/, 58-05-82 /РФ Следстви Комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕ/, 62-33-11, 62-15-00 /Раççей ФХСĕн Чăваш Енри управленийĕ/ номерлĕ телефонсемпе шăнкăравлама ыйтаççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *