Пултаруллă ентеш

Пултаруллă ентеш

Йăлмахва ялĕнче нумай пултаруллă та тăрăшуллă çын çуралса ÿснĕ. Хăшĕсем çак ялтах тĕпленсе хăйсен телейне тупнă, теприсем вара ют çĕрсене тухса кайса унта пултарулăхĕпе палăрнă. Паян хаçат вулаканĕсене Йăлмахва ялĕнче çуралса ÿссе Куславкка районĕнче пурнăçра хăйĕн вырăнне тупнă пултаруллă ентешпе — Петр Михайловпа паллаштарас килет.
Петр 1953 çулта Йăлмахва ялĕнче кун çути курнă. Ачаранах спортпа интересленнĕ, анчах та 1970 çулта Чăваш ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ хыççăн кăна ун çине ытларах тимлĕх уйăрма пуçланă. Унта ирĕклĕ енпе кĕрешессин секцине опытлă тренер, спорт мастерĕ, РСФСРăн тава тивĕçлĕ тренерĕ Валерий Николаевич Кочков ертсе пынă. Шăпах вăл кĕрешме вĕренме ĕмĕтленекен çамрăк качча — Петр Михайлова — пысăк спорта ертсе кĕнĕ. Кĕске хушăрах каччă ирĕклĕ енпе кĕрешессин вăрттăнлăхĕсене алла илнĕ.
Часах В.Кочков вырăнне урăх тренер Валерий Лобода ĕçлеме пуçланă. Вăл классика кĕрешĕвĕпе ăста пулнă. Кĕрешĕвĕн çак икĕ тĕсĕ пĕр-пĕринчен чылай уйрăлса тăраççĕ, çавах та вĕсен пĕрпеклĕхсем те пур. Ирĕклĕ мелпе лайăх кĕрешекенсемшĕн классика мелне алла илесси йывăрлăх кăларса тăратмасть. В. Лобода патне çÿресе Петр институт пĕтернĕ çĕре классика мелĕпе те лайăх кĕрешме вĕренсе çитнĕ.
Вăхăт çитсен кĕрешÿçĕсем ятарлă экзамен тытнă. Ун вăхăтĕнче лайăх хатĕрленнĕ, çирĕп кĕлеткеллĕ каччă çĕнтерÿ хыççăн çĕнтерÿ тунă. Петр Михайлов классика кĕрешĕвĕпе виçĕ хутчен Чăваш Ен чемпионĕ ята илтнĕ. Унсăр пуçне вăл Чăваш Енри «Урожай» спорт обществин ăмăртăвĕсенче нумай хутчен çĕнтернĕ. РСФСР тата СССР ял хуçалăх аслă шкулĕсем хушшинчи спартакиадăсенче Петр Михайлов малти вырăнсене тухнă. Спортри пысăк çитĕнÿсемшĕн вăл спорт мастерĕн кандидачĕ ята тивĕçнĕ.
Палăртса хăвармалла: иртнĕ ĕмĕрĕн 60—70-мĕш çулĕсенче спорт мастерĕн кандидачĕн нормативĕсене тултарма питĕ йывăр пулнă. Вăйлă ыйтнине пула Чăваш Енре те, çĕршывĕпе те спорт мастерĕн кандидачĕсем сахалăн пулнă.
Институт пĕтернĕ хыççăн Петр çара кайса килнĕ, унтан Куславкка районĕнчи «Атăл» совхозра тĕп зоотехникре ĕçленĕ. Опытлă спортсмен пулнă май, вăл ял ачисене ирĕклĕ тата классика мелĕсемпе кĕрешме вĕрентнĕ. Çамрăксем хăйсен тренерне çур сăмахран тенĕ пек ăнланнă, вăл каланисене çирĕп тытса пынă. Чи пĕлтерĕшли вара — çамрăксем кĕрешÿпе интересленсе кайнă май туртса-ĕçсе çÿрекенсем сахалланни, çамрăксен урăх интерес пулни. Вĕсем пĕрре мар республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăннă, малти вырăнсене тухнă.
Петр Михайлов чылай вăхăт «Волга» совхозăн директорĕнче ĕçленĕ. 1997 çулта ăна Куславкка районĕн ял хуçалăх управленине куçарнă. 2001 — 2005 çулсенче пултаруллă ентеш Куславкка райпоне ертсе пынă. 2005 çултан Карамăш ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ.
Петр Михайлов мăшăрĕпе 2 хĕрпе пĕр ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Ăна хăй çуралса ÿснĕ Йăлмахва ялĕнче те, Куславкка районĕнче те питĕ хисепленĕ. Шел пулин те, темиçе çул каялла пултаруллă ентеш вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Апла пулин те, унăн ячĕ, вăл тунă ĕçсем манăçа тухмасса шанас килет.
П.ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *