Суббота, 20 апреля

Макулатура пуçтар та йывăçа çăл

Макулатура пуçтар та йывăçа çăл

Июнĕн 5-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери тавралăх кунне е Эколог кунне уявлаççĕ. Çак уява халалласа Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче июнĕн 1—14-мĕшĕсенче макулатура пуçтарас енĕпе «Бумажный бум» экологи акцийĕ иртет.
Çак акцие волонтерсен «Вместе» отрячĕпе «Земляне» экоотряд йĕркеленĕ.
— Шутласа çеç пăхăр: 60 килограмм макулатура пĕр йывăçа çăлать! Пирĕн планета çинчи çÿп-çапăн тăваттăмĕш пайне яхăн —тĕрлĕ хутсемпе хут юлашкисем. Шел пулин те, планета çинчи вăрмансем чаксах пыраççĕ, хутпа усă курасси вара тĕнчипе ÿссех пырать. Çавна май йывăçсем сахалланса пыни çывăх вăхăтрах пысăк чăрмав пулса тăрĕ. Çавăнпа та пирĕн çутçанталăка пулăшмалла, — теççĕ çак шкулта вĕренекенсем.
Чăнах та Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн ачисем пуçарнă экологи акцийĕ пирĕн тавралăхшăн питĕ усăллă. Вĕренекенсем унта хастар хутшăнасса, районти ытти шкулсем те çакăн евĕр мероприятисем йĕркелессе шанатпăр.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *