Суббота, 4 февраля

Кукамай пилĕ

Кукамай пилĕ

Манăн кукамай, Перасковья Михайловна Иванова, хăйĕн ĕмĕрне Хирти Сĕнтĕр ялĕнче пурăнса ирттернĕ. Ултă çул каялла, 97 çула çитсе çĕре кĕнĕ. Вăл вăрçăран хăрах урасăр таврăннă офицерпа çемье çавăрнă, виçĕ хĕр пăхса ÿстернĕ. Ах, мĕн тери, мĕн тери хаклă çын пулнă вăл маншăн! Халĕ хам та çамрăках мар. Мăнукăмсем тахçанах «асанне, кукамай» тесе чĕнеççĕ пулин те, çав-çавах хамăн юратнă кукамай вĕрентсе каланисем паянхи кун та куç умне чĕррĕн туха-туха пыраççĕ. «Аля, çыннăн пурнăçĕнче паянхи кунпа çеç мар, иртнине аса илме те, малашлăх çинчен ĕмĕтленме те пĕлес пулать», — тетчĕ. Тымарсăр йывăç çук тенĕ пек — иртнисĕр малашлăх çук. Чăн та çапла. Унăн тĕрĕс пурăнма вĕрентсе каланă сăмахĕсем хăлхара янраса тăраççĕ, чĕрери ăш туйăмсене вăратса чунăмри ырă кăмăл-туйăма çĕклеççĕ. Вара çав самантрах кама та пулин пархатарлă ĕç туса парас килет. Кукамайăн пилне яланах асра тытса упратăп. Тен, çавăнпа та пулĕ, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе, малалла çĕнĕ çитĕнÿсем патне талпăнатăп. Çакă çутă тĕнчере йăх хăвачĕ тымарта иккенне çирĕплетсе çапла калас килет. Юратасчĕ ачасене, хисеплесчĕ ватăсене, манас марччĕ ку тĕнчерен куçнă чи çывăх тăвансене. Вара тин эпир хамăра пархатарлă та çирĕп тымарлă йывăçăн çĕнĕ хунавĕсем пек туйăпăр.
А.ДМИТРИЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *