Чуччу, турник, карусель — ачасемшĕн чăн телей

Чуччу, турник, карусель — ачасемшĕн чăн телей

Кашни ачах пĕчĕк чухне чуччупа ярăнма, тăвайккинчен шуса анма кăмăллать. Анчах та ялта чуччусем, ача-пăча площадкисем çукки чылай чухне шăпăрлансене пăшăрхантарать. Юлашки çулсенче пирĕн районта çак çитменлĕхрен хăтăлас тесе чылай ĕç тăваççĕ. Çакна унта та кунта ача-пăча площадкисем хута кайни çирĕплетет.
Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун умĕн Хирти Мăнтăр ялĕнче пурăнакан шăпăрлансен те пĕр ĕмĕчĕ чăна килчĕ: халĕ вĕсен те ярăнмалли хатĕрсем пур! Уява пуçтарăннă ачасем чăтăмсăррăн турник, карусель, чуччу тата ытти хатĕр тавра чупкаларĕç, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те ачасене выляма чаплă площадка туса панишĕн хĕпĕртенине пытармарĕç.
Уява Хирти Мăнтăр культура çурчĕн директорĕ Валентина Данилова уçрĕ, пурне те саламласа ача-пăча площадкинче яланах шăпăрлансен савăк куллисем янăрасса шаннине пытармарĕ. Кайнлăк ял поселенийĕн пуçлăхĕ Альберт Кузьмин вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем чи малтанах ачасен пуласлăхĕ çинчен шухăшланине пĕлтерчĕ. Ял тăрăхĕн пĕчĕк гражданĕсене çак ачалăх утравĕпе типтерлĕн усă курма, малашне çитĕнсе пыракан шăпăрлансем валли те çак площадкăна упраса хăварма сунчĕ.
Çавăн пекех Кайнлăк ял тăрăхĕн депутачĕ Герман Крылов тата Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕн директорĕ Александр Можаев пурне те уяв ячĕпе саламларĕç. Ача садне çÿрекенсенчен чи пĕчĕккисем хĕрлĕ хă-йăва каснă хыççăн чи кĕтнĕ самант çитрĕ. Ачасем чуччусемпе карусельсене «тĕрĕслеме» чупрĕç. Уява килнĕ клоунсем вĕсене тата та хаваслантарчĕç, шкул ачисем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Мария Каçалсем поэтесса çак паллă пулăма халалласа ятарласа сăвă çырнă. Унпа вăл пурне те хаваслансах паллаштарчĕ.
Хирти Мăнтăр ялĕнче пурăнакан ашшĕ-амăшĕ ячĕпе Ирина Смирнова сăмах илчĕ. Вăл ял поселенийĕн администрацине ачасене çакăн пек чаплă парне туса панăшăн чун-чĕререн тав турĕ, уява пухăннисене пурне те хăй пĕçернĕ тутлă кукăльсемпе сăйларĕ.
Уяв, чăнах та, питĕ хаваслă, асра юлмалла иртрĕ. Ача-пăча площадкине туса лартнипе ачасем çеç мар, çитĕннисем те кăмăллă пулчĕç.

Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *