Акци ачасен ĕмĕтне пурнăçларĕ

Акци ачасен ĕмĕтне пурнăçларĕ

Халиччен «Пĕрремĕш пул!» ыркăмăллăх акцийĕсем Мускавра, Ярославльте, Краснодарта, Ивановăра, Пензăра, Самарта, Хусанта, Чулхулара, Ĕпхÿре, Астраханьте, Крымра, Тулăра, Дубнăра, Ижевскра иртнĕ. Акă кăçал вăл пирĕн патăмăрта иртрĕ. Пĕрремĕш канал ирттерекен «Пĕрремĕш пул!» ыр кăмăллăх акцине июнĕн 1-мĕшĕнче Шупашкар хулинче йĕркелерĕç.
Ир-ирех Чăваш Ене «çăлтăрсен» десанчĕ килсе çитрĕ: çĕршывĕпе паллă артистсемпе спортсменсем, телеертÿçĕсемпе продюсерсем. Çак кун иртекен мероприятисене пурĕ 10 пин ытла çын, çав шутра ачасем, çамрăксем хутшăнчĕç. Мероприятисен пысăк пайĕ хулари лапамсенче иртрĕ: шкул çулне çитменнисем Кадет паркĕнче парада тухрĕç, «Амазония» паркра «çăлтăрсемпе» зарядка турĕç, «Асамçă» вертолет вара ирхине 10 сехет çурăра «Олимпийский» стадиона вĕçсе анса, шăпăрлансем валли мороженăй илсе килчĕ. Асамçи — Пĕрремĕш каналти «Тĕлĕнтермĕш уй» хуçи Леонид Якубович! Ачасем ăна тÿрех палласа илчĕç, шăрăх кун мороженăйран лайăххи тата мĕн пултăр;
Акцие старт пачĕç
Хĕрлĕ тÿремре Пĕрремĕш канал ирттерекен «Пĕрремĕш пул» акцие савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. 17-мĕш хут иртекен ыркăмăллăх акцине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи полпречĕн çумĕ Олег Машковцев, Пĕрремĕш каналăн генеральнăй директорĕн советникĕ Александр Ильин уçнă. Пурне те Пĕтĕм тĕнчери ачасен кунĕ ячĕпе саламланă, Константин Эрнст ятĕнчен Леонид Якубович телеертÿçĕ акцие старт панă.
Уявра парнесемсĕр мĕнле; Пĕрремĕш канал Чăваш Ене пушă алăпа килмен. Владимир Вишневский поэт Шупашкар хулине халалланă сăвва вуланă. Ачасен ĕмĕ-чĕсем пурнăçа кĕнĕ. 12-ри Ладомир Владимиров «Тĕлĕнтермĕш уй» телешоуна кайса курма сертификата тивĕçнĕ. Юрлама юратакан Анастасия Филимонова Владимир Левкинпа пĕрле пĕр сцена çинче юрă шăрантарнă. 8 çулти Артем Судукова Артем Дзюба футболист алă пуснă мечĕке парнеленĕ, спортсмен видео урлă салам та янă. Пĕрремĕш канал Шупашкарти ача-пăча клиника больницине хатĕр-хĕтĕр туянма 1 млн тенкĕлĕх сертификат парнеленĕ.
Нумай ачаллă Ольновсем, вĕсен 7 ача, çитес вăхăтра çĕнĕ хваттерсене куçĕç, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вĕсене 3 хваттерĕн уççине тыттарнă.
Чи пысăк парне Чăваш Енри шкул ачисем валли. Михаил Васильевичпа «çăлтăрсем» 27 пĕлÿ çурчĕн директорĕсене çĕнĕ автобуссен уççисене парнеленĕ.
«Шупашкар — ача-пăча ĕмĕчĕн хули» ятпа Амазония этнокомплексра /Шупашкар хулине 500 çул паркра/ пысăк уяв иртнĕ. Кунта Чăваш Енри ачасен чи пысăк хорĕ «Солнечный круг» юрра шăрантарнă. Унпа пĕрлех ачасене хÿтĕлемелли кунра этнокомплексра туссен çуртне уçнă. Кунта ачасене савăнма, канăва усăллă ирттерме пур услови те çителĕклĕ. Спорта юратакансем вара «Çăлтăрпа пĕрле зарядкăна» тăнă. Зарядкăна ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, килсе çитнĕ çăлтăрсем хутшăннă.
Ачасемпе тĕл пулнă
Шупашкарти 5-мĕш гимназире «Пĕр тан майсем проект» пурнăçланнăран июнĕн 1-мĕшĕнче унта ачасен ăсталăх «урамĕ» йĕркеленĕ. Пĕрремĕш канал телеертÿçисем, юрăçсемпе поэтсем унта хутшăнакансемпе паллашнă.
Владимир Гомельский телеертÿçĕ пухăннисене саламланă май, «Сире курса савăнатăп. Пĕлсе тăрăр, Мускавра сирĕн шанчăклă туссем пур», — тенĕ гимназире вĕренекенсене телевизор парнелесе. Эвелина Бледанс телеертÿçĕ: «Эпир сире юрататпăр, эсир — чи лайăххисем», — тенĕ.
Александр Носик актер, Пĕрремĕш канал ĕçченĕсен пысăк ушкăнĕ Шупашкарти 8-мĕш ача садне çитсе курнă.
Кунта шăпăрлансем валли тивĕçлĕ условисем туса панă. Канма, тĕрлĕ вăйă выляма, сывлăха çирĕплетме пултараççĕ. Çакăн валли кунтах сауна, бассейн, пултарулăх класĕ тата ытти те пур.
Мĕн курнипе хăнасем кăмăллă юлнă. «Ман кун пек садике çÿрес килет», — тенĕ Александр Носик.
«Тĕлĕнтермĕш уй» телешоуна ертсе пыракан Леонид Якубович И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн тĕп корпусĕнче Раççейри ачасемпе студентсен юхăмĕн хастарĕсемпе тĕл пулсан ачалăхĕ, ĕмĕчĕсем, тÿпере вĕçме юратни çинчен, хăй ертсе пыракан кăларăм пирки каласа кăтартнă. Унпа пĕрле тĕлпулăва пирĕн ентеш, Раççей Федерацийĕн Геройĕ Николай Гаврилов та килнĕ.
Леонид Якубович Чăваш Ене час-часах килет. Шупашкара пуçласа 10 çул каялла ентешĕмĕрпе Николай Гавриловпа пĕрле килсе кайнине аса илнĕ: «Хула çyлленех улшăнать. Кунта яланах тасалăх хуçаланать, çынсем кăмăллă. Чăвашсем тĕлĕнтереççĕ. Вĕсем хăйсен чĕлхине сыхласа хăварма пултарнă», — терĕ паллă телеертÿçĕ. Вăл пĕррехинче Вяче-слав Христофоров юрăç юрланине 3 сехет итлесе ларнине аса илчĕ, ăнланмасăр ларнă пулин те хăйне чăваш пек туйнине пĕлтерчĕ.
Мускаври хăнаран «Тĕлĕнтермĕш уй» шоу пирки нумай ыйтрĕç. Вăл экран çине 29 çул тухать пулин те Леонид Якубович унăн пĕр кăларăмне те пăхман. «Хама айккинчен курас килмест. Сăн-сăпат килĕшмест», — шÿтлерĕ вăл. Шоуна хутшăнас кăмăллă ачасене сĕнÿсем те пачĕ телеертÿçĕ, çыру вĕçтермелле те Останкинăна пырса курас шанчăк пысăк.
Гала-концертра савăннă
Каçхине Хĕрлĕ тÿремре гала-концерт пулнă. Ăна «Музыка Первого» телеканалпа тÿрĕ эфирта кăтартнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕрремĕш каналăн туслă командине паллă пулăмпа хĕрÿллĕн саламланă, региона килме кăмăл тунăшăн мухтаса тав тунă. «Сирĕн мероприятисем пурсăмăра та хавхалантараççĕ. Пултаруллă ачасене тупса палăртма витĕм кÿреççĕ. Ачасен ĕмĕчĕсем пурнăçланчĕç», — тесе палăртнă Михаил Васильевич.
«Пĕрремĕш канал пуçласа Шупашкарта ыр кăмăллăх акцийĕ ирттерчĕ. Вăл 17-мĕш пулчĕ. Сирĕн пата килнишĕн пĕрре те пăшăрханмарăмăр. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Халăх чылай пухăннă. Пултаруллă ачасемпе паллашрăмăр. Сиплев учрежденийĕсенчи ачасене те куртăмăр, вĕсен кăмăлне кăштах та пулин çемçетес тесе тăрăшрăмăр. Нумай ачаллă çемьесемпе курса калаçрăмăр. Пире Шупашкар çав тери килĕшрĕ. Ачасен ĕмĕтне пурнăçлакан — Шупашкар пулнине курса ĕнентĕмĕр. Ачасем валли ятарлă «Чебурашка» комплекс та хитре, кăмăл-туйăма уçса ярать. Кун пек мероприятисене çав тери çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттернине эпир курман тесен те йăнăш мар. Чăваш Ен ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Мĕн пур халăх савăнать, пурте кăмăллă, уяв чаплăран та чаплă пулчĕ», — тенĕ Александр Ильин.
Тĕнчипе чапа тухрĕ Чăваш Ен. Шупашкар пирки тÿрĕ эфирта виçĕ сехет хушши Пĕрремĕш канал хăйĕн передачисенче çынсене уявпа тĕплĕн паллаштарчĕ. Мероприяти кун пек чаплă нихăçан та иртмен теме те юрать.
Чăваш Енре пурăнакансене, ытти регионсенчен килсе çитнĕ хăнасене паллă юрăçсем, Alekseev, Люся Чеботина, Ivan Valeev, CALI, Звонкий, Мари Краймбрери, Юля Волкова, HARU, 5sta Family, Никита Кунов, Артем Качер, MONMART, Combat Cars, Анастасия Кожевникова, Мохито, VERBEE, Ваня Молоток, VADA, Radiokidsfm Show тата Дискотека Авария хăйсен юррисене парнеленĕ.
Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кунăн уяв программи салютпа вĕçленнĕ.

?ХАМĂР ИНФ./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *