Библиотека вăл — хăйне евĕр тĕнче: унта кĕнекесем пурăнаççĕ. Повеç-романсем, сăвă-калавсем, халап-юмахсем кашни килекенех хăйсем патне илĕртеççĕ, тĕлĕнмелле интереслĕ те хăйнеевĕрлĕ тĕнчене кĕрсе курма чĕнеççĕ. Паянхи кун интернет, электрон кĕнекесем питĕ вăй илнĕ пулсан та, библиотекăсен пĕлтерĕшĕ чакмасть. Çакна районти тĕп библиотека 100 çул тултарнине халалланă уява халăх йышлăн пуçтарăнни те çирĕплетрĕ.
Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ Геннадий Максимов, çыравçă, актриса, Чăваш Ен халăхĕсен Ассамблейин канашĕн председателĕн çумĕ Елена Светлая, Наци библиотекин представителĕ Рената Петрова, Чăваш Республикинчи тутарсен наци культура автономийĕн ертÿçи Ферит Гибатдинов тата ытти хаклă хăнасем пуçтарăнчĕç.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, хăнана пушă алăпа килмеççĕ. Библиотекăн юбилейне пуçтарăннисем пĕрин хыççăн тепри сăмах илчĕç, вулавăшра ĕçлекенсене малашне те хăйсен ĕçне ăнăçлăн пурнăçлама, халăха кĕнеке вулассине явăçтарма сунчĕç, тĕрлĕ парнесемпе савăнтарчĕç. Петр Красновпа Александр Осипов 100 çулхи юбилей ячĕпе районти тĕп библиотекăна 100 экземпляр кĕнеке парнелерĕç.
Савăнăçлă лару-тăрура чи хастар библиотекарьсене — Вера Горбуновăпа Нина Антоновăна район администрацийĕн пуçлăхĕн Хисеп грамотипе чысларĕç. Инна Ядрова, Альбина Ефремова, Галина Родионова тата Миндания Чумарова «Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕн Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç. Çавăн пекех районти централизациленĕ библиотека тытăмĕн директорне Инна Ядровăна Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова Тав хучĕпе чысларĕ.
— Кĕнеке вăл — чун апачĕ. Эпĕ мĕн пĕчĕкрен библиотекăран тухма та пĕлмен. Халĕ те пушă вăхăт тупăнсанах алла кĕнеке тытатăп. Библиотека алăкĕсем яланах пурин валли те уçă пулччăр, — палăртрĕ Мария Алексеевна саламлă сăмах каласа.
Уяв юрă-ташăсăр пулмастех. Вулавăша юбилей ячĕпе саламлама ача-пăча искусство шкулĕн «Вербочки» ансамблĕ, «Каçал» халăх фольклор ансамблĕн арçынсен ушкăнĕ килсе çитрĕç, куракансене савăк кăмăл парнелерĕç.
Халăха кĕнекесемпе тивĕçтерекен уйрăмăн заведующийĕ Валентина Боровкова чи аслă вулакана палăртрĕ. Вăл — Ревокат Моисеев. Виктория Павлова — чи нумай вулакан, Юлия Силанова — нумай енлĕ вулакан, Любовь Токмакова чи тишкерÿллĕ вулакан ятсене тивĕçрĕç.
Кĕнеке — пĕлÿ çăлкуçĕ тетпĕр. Çак çăлкуç нихăçан та ан иксĕлтĕр, яланах ваттине те, вĕттине те хăйĕн патне йыхăртăр, пĕлÿ тĕнчине çавăтса кĕтĕр. Библиотека алăкĕсем вара паянхи пекех пурин валли те уçă пулччăр.
Н.КАЛАШНИКОВА.