«Малышиада-2019»

«Малышиада-2019»

Спорт уявĕсем ачасене физкультура хăнăхтарăвĕсемпе, спортпа интереслентереççĕ, пĕр-пĕринпе ăмăртса малалла талпăнма вĕрентеççĕ.
Майăн 21-мĕшĕнче «Рябинушка» ача садĕнче «Малышиада — 2019» районти спорт вăййисем иртрĕç. «Теремок» ушкăна çÿрекен ачасем пур ăмăртăва та хастаррăн хутшăнчĕç. И.Волковпа В.Орлова чупса финиша 2-мĕшсем çитрĕç, инçĕшне  сиксе     А.Мадюков 3-мĕш пулчĕ, И.Хисамова 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Скакалкăпа сиксе Э.Сабирова 2-мĕш вырăн йышăнчĕ, мечĕк сиктерсе А.Ананьев 3-мĕш вырăна, С.Шалина 2-мĕш вырăна тухрĕç. «Спорт ташши» номинацире те пирĕн ачасем палăрчĕç, 2-мĕш вырăн йышăнчĕç.
Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр, малашне те ăнăçусем сунатпăр!
Г.ИЛЬЯСОВА,
Г.ТУКАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *