Пятница, 26 апреля

Тухтăрсем пулăшĕç

Тухтăрсем пулăшĕç

Мăшăрланнăранпа упăшкипе арăмĕ сыхланмасăр ар çыхăнăвĕнче пурăнсан та тепĕр чухне алла пепке тытайманни пулкалать. Çапах та хăраса ÿкме кирлĕ мар, мĕншĕн тесен халĕ чир ăнăçлă сипленет.
Статистика тăрăх, çие юлманнин сăлтавĕсенчен 40 проценчĕ арçын е хĕрарăм айăпĕсене пула, тепĕр 20 проценчĕ вара — хутăш пулăхсăрлăх. Арçын айăпĕн йышне организмри шыçă процесне тата инфекци чирĕсене кĕртеççĕ — простатит, уретрит, гормон шайĕ тата ыттисем. Хĕрарăмсем пирки калас пулсан, уншăн та маларах асăннă чирсем айăплă, унсăр пуçне кунта тата амалăх хутаçĕсем тĕрĕс ĕçлеменни, амалăх кирлĕ пек аталанса çитменни, эндометриоз тата ыттисем те чăрмав кÿреççĕ.
Астăвăр, халăх меслечĕсемпе хăвăр тĕллĕн сипленни организма тата та ытларах сиен кÿме пултарать, çавăнпа та сиплев ĕçĕсене специалист тухтăрсене — гинеколога, уролога — шанмалла. Паянхи кун республикăра ку енĕпе опытлă тухтăрсем тухăçлă ĕçлеççĕ: андролог, уролог, акушер-гинеколог, репродуктолог, генетик, эмбриолог. Палăртмалла, республикăри перинаталлă центрта тÿлевсĕр сипленме май пур. Патшалăх çак тĕлĕшпе пĕр çын пуçне 113 пин тенкĕ уйăрса парать.
Унсăр пуçне республикăри перинаталлă центрта ЭКО, ИКСИ мелĕпе те тивĕçтереççĕ. Клиника пирки калас пулсан, вăл юлашки диагностика тата сиплев хатĕрĕсемпе пуян. Асăннă клиникăри тухтăрсем патне консультацие лекме электронлă регистратурăра е çак номерсемпе шăнкăравласа çырăнмалла: ОВРТ №1 — 8 /8352/ 62-02-84; ОВРТ №2 — 8/8352/ 63-20-34. Районти хĕрарăмсен консультацийĕн телефон номерĕ – 8-937-373-47-97. Хăвăрпа пĕрле малтан тĕрĕсленнĕ хутсем пулсан аван.
А.КОЗЛОВА,
гинеколог акушер.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *