Суббота, 20 апреля

Уй-хирте

Уй-хирте

Паянхи кун тĕлне районти хуçалăхсем хĕл каçайман кĕрхи культурăсем вырăнне çĕнĕрен акас ĕçе пĕтĕмпех вĕçленĕ. Пурĕ çак ĕçе 2991 гектар çинче пурнăçланă. Çĕрулмине те лартса пĕтернĕ. Кăçал «иккĕмĕш çăкăр» 826 гектар çинче çитĕнĕ.
Хальхи вăхăтра «Искра» колхозра, «Дружба», «Труд» ЯХПКсенче, «Родина», Хайртдиновăн тата Самаринăн фермер хуçалăхĕсенче гербицид сапаççĕ. «Урожай» колхозра, «Рассвет» ЯХПКра тата Самаринăн фермер хуçалăхĕнче çĕрулми йăранĕсене хăпартаççĕ. «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕнче пăрçа йышши культурăсене тата пахча çимĕçсене шăйăрас ĕç пырать.
А.СВЕКЛОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *