Четверг, 25 апреля

Вăхăтра тунă ĕç калаçтармасть çынна

Вăхăтра тунă ĕç калаçтармасть çынна

2018 çулхи октябрь уйăхĕнчен «МВК Экоцентр» пĕрлешÿ хытă каяшшăн тÿлеме квитанцисем яма пуçланăранпа çур çул иртрĕ пулсан та, халăх пĕрех ăна тивĕçлипе йышăнаймасть. Калаçмалли, сÿтсе явмалли сăлтавĕсем вара тупăнсах тăраççĕ. «Полигон» пĕрлешĕвĕн ятарлă транспорчĕ час-часах пухма килменни паянхи кун та пăшăрхантарма та калаçтарма пăрахмасть. Кун пирки хаçат редакцине те шăнкăравласа пĕлтерекенсем сахал мар пулчĕç. Районта хытă каяшсене илсе тухнăшăн татăлмалли квитанцире кăтартнă хака уйăхсерен пурте тÿлеменни çакăнпа та çыхăннă ĕнтĕ. Ăпăр-тапăра тиесе тухмасассăн, паллах, тÿлес килмест.
— Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕ 6 яла пĕрлештерсе тăрать, кашнийĕнчех хытă каяшсене пуçтармалли ятарлă вырăнсене палăртнă. Хăтлăлатнă 21 площадка пур. Шел пулин те, ăпăр-тапăра пуçтарса çÿрекен техника кашнийĕн патне вăхăтра çитме вăй çитереймест. Сăмахран, апрель — май уйăхĕсенче çак ĕçе кирлĕ пек вăхăтра пурнăçлаймарĕç. Контейнерсем пĕтĕмпех тулса кайнăччĕ. Пуçтарăннă ăпăр-тапăра çак кунсенче çеç ялсенчен тиесе тухрĕç. Ĕçе вăхăтра пурнăçласассăн, тирпейлĕ пулсассăн халăх укçа тÿлеме хатĕр. Апла пулсан шаннă тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа тума тăрăшмалла, — тет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов.
Кайнлăк ял тăрăхĕнче пурăнакансем те ĕçпе кăмăллах мар.
Комсомольски ял тăрăхĕнче те контейнерсем тулнă, йĕри-тавра пакет çине пакет, михĕсем… тата ытти те. Çакăн евĕр ÿкерчĕк халиччен пулман та пуль.
Пур ял тăрăхĕнче те çакăн евĕр лару-тăрăва курма пулать. Район администрацийĕнче тунтикунсерен ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, уйрăмсен начальникĕсемпе, организацисемпе предприятисен ертÿçисемпе ирттерекен канашлура та кашнинчех çÿп-çап ыйтăвне хускатаççĕ.
— Контейнерсем тулса кайнă, «Полигон» автомашинисем турттарса ĕлкĕреймеççĕ, пирĕн ял тăрăхĕнче вĕсем чылайранпа пулман, ял çыннисем кăмăлсăр. «МВК Экоцентр» пĕрлешÿ ĕçе кирлĕ пек пурнăçламасть, — сÿтсе яваççĕ пухăнниссем.
«Полигон» пĕрлешÿ автомашинисем виçĕ районти — Патăрьел, Шăмăршă тата Комсомольски — ялсенчи çÿп-çапа Патăрьелне илсе çитереççĕ. Виçĕ районпа ĕçленĕрен ĕлкĕреймеççĕ те пулĕ вĕсем. Ĕçе пуçăннă пулсассăн — ăна кирлĕ пек пурнăçламалла. Ял çыннисем вара хытă каяшсене илсе тухнăшăн уйăхсерен алла квитанци илеççĕ пулсассăн, ĕçе те кирлĕ пек туса пыма ыйтма тивĕç.

А. МАРИЯН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *