Вторник, 23 апреля

Пĕтĕм тĕнчери Биологи тĕрлĕлĕхĕн кунĕ

Пĕтĕм тĕнчери Биологи тĕрлĕлĕхĕн кунĕ

2001 çултан пуçласа кашни çулах майăн 22-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери Биологи тĕрлĕлĕхĕн кунне паллă тăваççĕ.
Пирĕн планета çинчи чĕрчунсемпе ÿсентăрансен тĕсĕсем чаксах пыраççĕ. Çакă чи малтанах çынсен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă. Çавăнпа та Рио-де-Жанейрăра 1992 çулта иртнĕ ООН Конференцийĕнче Биологи тĕрлĕлĕхĕ çинчен Конвенци йышăннă.
Биологи тĕрлĕлĕхĕн пĕтĕм тĕнчери кунĕн тĕллевĕ — Çĕр пичĕ çинчен чылай ÿсентăрансемпе чĕрчунсен тĕсĕсем çухални çине тимлĕх уйăрасси. Биологи тĕрлĕлĕхĕ чухăнланса пыни çине тĕрлĕ сăлтав витĕм кÿрет: çын çутçанталăкпа хăйне кирлĕ пек усă курни, тавралăха варалани, çĕрсем пушхирленсе пыни, климат ăшăнса пыни, çĕр çинчи çынсен шучĕ питĕ хăвăрт ÿссе пыни тата ытти те.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *