Суббота, 20 апреля

Майăн 23-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери тимĕр шапа кунĕ

Майăн 23-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери тимĕр шапа кунĕ

Майăн 23-мĕшĕнче чылай çĕршывра Пĕтĕм тĕнчери тимĕр шапа кунне уявлаççĕ. Çак чĕрчун ăслăха, пуянлăха, вăрăм ĕмĕре палăртать. Çак куна 2000 çулта Тимĕр шапасене хăтаракан Америкăри пĕрлешÿ пуçарнипе уявлама пуçланă.
Уявăн тĕллевĕ — тимĕр шапасем çынсемпе çуммăн пурăнса йышлăн вилни çине тимлĕх уйăрасси. Çак кун тимĕр шапасем пурăнакан вырăнсенче ятарлă акцисем ирттереççĕ, вĕсен вăхăтĕнче çак чĕрчунсем куçса çÿрекен вырăнсене хăрушсăрлăхсăр тăвас енĕпе тимлеççĕ. Çавăн пекех шыв тимĕр шаписем çăмарта тăвакан тинĕс хĕррисенче сыхлăх территорийĕсем йĕркелеççĕ.
Юлашки çулсенче çак уява тата та анлăрах паллă тума пуçланă. Çак кун тимĕр шапасенчен пĕçернĕ апат-çимĕçе çимеççĕ, вĕсен хуппинчен тăвакан япаласемпе те усă курмаççĕ.

 

К

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *