Пятница, 27 января

Кĕнекесене тусан ан хуплатăр

Кĕнекесене тусан ан хуплатăр

Районти ача-пăча библиотекинче вулама çеç мар, ÿкерме, сĕтелçи вăййи выляма, тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр ăсталама пулать. Кунта хăйсен ĕçне чунтан парăннă çынсем тăрăшаççĕ. Ирина Крыловăпа Елена Прокопьева ачасене яланах хавас кăмăлпа кĕтсе илеççĕ. Вĕсене кĕнекесене, хаçат-журналсене вулама сĕнеççĕ, мĕн кирлине те наччасрах тупса параççĕ. Елена Прокопьева пуян опытлă специалист, вăл шаннă ĕçре 30 çул ытла тăрăшать. Ирина Крылова çак ĕçре 5 çул çеç пулин те, шанса панă ĕçе пĕлсе тата вăхăтра пурнăçлать. Çамрăк библиотекарь пирки калас пулсассăн, вăл хăйĕн ăсталăхне куллен ÿстерме тăрăшать. Нумай вулать, ыттисен паха опычĕпе паллашать. Библиотекăна çÿрекен ачасемпе те вăл çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупать. Ахальтен мар, ачасем вулавăшра йĕркелекен мероприятисене хастар хутшăнаççĕ. Унта çеç мар, республика шайĕнчи конкурссенче те маттур вĕсем. Сăмахран, кăçал Можаевсем «Чи нумай вулакан çемье» конкурса хутшăнса çĕнтерÿçĕсен йышне лекнĕ. Пĕлтĕр те конкурссенче çемьесем, вĕренекенсем палăрнă. Çакă пĕтĕмпех вулавăш ĕçченĕсемпе çемьесем, ачасем пĕр-пĕринпе хутшăнса, килĕштерсе ĕçленĕрен пулса пырать.
Ирина Вячеславовна ачасене ытларах вулавăша явăçтарас тесе сахал мар ĕç пурнăçлать. Паянхи пурнăç уттинчен юлмасăр вăл тĕрлĕрен инновациллĕ программăсемпе усă курать, пĕлтерĕшлĕ слайдсем хатĕрлет, выставкăсене кăсăклă йĕркелет. Çакă ачасене вулавăша илĕртет те.
— Çÿлĕксем çинче выртакан кĕнекесене тусан ан хуплатăр, çамрăк вулакансем кĕнекесен кашни страницине перекетлĕн уçса тавракурăмне пуянлатчăр, хайлавсен асамлă тĕнчи кăмăл-туйăма çĕклетĕр. Кĕнеке шăрши савăк кăмăл парнелетĕр. Ешер, библиотека! Вулавăш алăкĕ патне илсе пыракан сукмак нихăçан та ан çухалтăр! — терĕ Ирина Крылова библиотекарь.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *