Майăн 7-мĕшĕнче вара Асанкасси ачисем Шуршăл ялĕнче пулчĕç. Кунта А.Г.Николаев космонавт çуралнăранпа 90 çул çитнине халалласа ачасем хăйсем ăсталанă ракета моделĕсене тÿпере вĕçтерсе ăсталăхне кăтартса пачĕç. Командăра виççĕн: Даниил Маргиданов, Дмитрий Герасимов, Станислав Чижиков. Виççĕшĕ те кружок руководительне савăнтармаллипех савăнтарчĕç — пĕрремĕш призерсем пулса тăчĕç.
Каласа хăвармалла, çÿлерех асăннă ăмăртусем Чăваш Республикинчи шкул ачисен спартакиади шутне кĕрсе балсем пуçтарма май параççĕ.
В.САЛАЕВ,
В.ГАВРИЛОВ.