Вторник, 23 апреля

Ырă кăмăллă та тарават кинемей

Ырă кăмăллă та тарават кинемей

Кăçал пирĕн район пуçланса кайнăранпа 80 çул çитрĕ. Шутласан — нумай та, сахал та мар вăл пирĕншĕн, çапах та мĕн чухлĕ улшăну пулса иртрĕ унтанпа пирĕн районта — çырса та, каласа та пĕтерес çук. Эпĕ Аслă Чурачăк ялĕнче, шăп та шай район пуçланса кайнă çул кун çути курнă, маншăн тĕслĕх вырăнĕнче пулнă ытарма çук ырă кăмăллă, хастар та пултаруллă пилĕк ача амăшĕ — Лидия Лукиянова çинчен çырмасăр тăма пултараймарăм.
Эпĕ мĕн пĕчĕкренех, унăн аслă хĕрĕпе пĕр çулта çуралса ÿснĕрен-ши, Лидя аппана юратса тата унран тĕслĕх илсе ÿсрĕм. Манăн анне Варвара Тарасова вăрçă пуçланнă вăхăтра 18-ти çитĕнсе çитнĕ хĕр пулнă пирки вăрçă нушине нумай курнă. Вăрман та каснă, торф кăларнă çĕрте те ĕçленĕ, хăма та çурнă, мĕн пур йывăр ĕçе пурнăçланă. Çавăнпа та вăл чирлекелетчĕ. Çур ĕмĕр урлă каçсанах пурнăçран уйрăлса кайрĕ.
Лидя аппа вăрçă пуçланнă çул 2-ри хĕрача анчах пулнă, вăл манăн аннерен чылай çамрăк пулнă пирки чипер те çамрăк курăнатчĕ. Эпĕ: «Мĕншĕн манăн анне те Лидя аппа пек мар-ши?» — тесе шухăшлаттăм. Мĕн тăвас тен, пĕчĕк пулнă, нумайăшне ăнланман. Аннене пурнăçĕнче мĕн тери йывăр килнине ÿсерехпе çеç ăнлантăм.
Вăрçă пуçланнă çулсенче Лидя аппа пĕчĕк ача пулнă пулин те, хаяр вăрçă кÿнĕ терт-нушине, хуйхи-суйхине аванах туйса ÿснĕ. Икĕ ывăл та пĕр хĕр çитĕннĕ вĕсем, ашшĕне вăрçа илсе кайнă. Маттур та пултаруллă хĕр пулса ÿснĕ Лидя аппа. Тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă, пĕр ĕçрен те хăраса, ÿркенсе тăман вăл. Юрра-ташша та питĕ ăста пулнă. «Ятлă çынна ял савать», тенĕ ваттисем. Çавăнпа та ют ял каччисем куç хывса ĕлкĕриччен Лидя аппана çак ял каччиех, ялти чи чаплă купăсçă Веня тете хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтнă. Юратса та килĕштерсе, хунямăшĕпе пĕр чĕлхе тупса, шăкăлтатса пурăннă вĕсем. Хăнана кайсан юрласа, ташласа, купăс каласа тăванĕсене савăнтарнă.
5 ача, 2 ывăлпа 3 хĕрпĕрчи, çут тĕнчене килнĕ. Лидя аппа фермăра тăрăшнă вăхăтра хунямăшĕ, Матрÿне аппа пăхса пулăшнă ачисене. Ĕçе кайнă чухне те Лидя аппа, хăнана кайнă чухнехи пек якатнă, килĕшÿллĕ çи-пуçпа çÿретчĕ. Эпĕ, çамрăк пулин те, çак чиперлĕхе курса, ăшри ырă туйăмпа ăмсанса пăхса юлаттăмччĕ. Çитĕнерехпе унăн аслă хĕрĕпе Любăпа Лидя аппана пулăшма фермăна çÿреттĕмĕрччĕ. Ун чухне ферма ĕçченĕсем черетпе хурал тăратчĕç. Касри хĕрачасемпе ун вырăнне хурала каяттăмăрччĕ. Мĕн тĕрлĕ кăна вăйă выляман-ши эпир унта? Ирхине ирех çитетчĕç Лидя аппапа Саня аппа фермăна. Çири лайăх тумĕсене хывса хурса ĕçри тумĕсене тăхăннă вăхăтра пире шÿтлесе култаратчĕç. Эпир хавассăн килелле чупаттăмăр. Ас тăватăп-ха, хăйне ĕçре пулăшнăшăн пире, Любăпа иксĕмĕре, йăлтăркка пĕрчĕллĕ тутăр илсе çыхтарнăччĕ. Мĕн тери савăннăччĕ эпир уншăн. Ун чухне кун пек тутăрсем пуçласа анчах тухнăччĕ, хуларан илсе килсе сутатчĕç вĕсене.
Çемье хушăнса пынă май Лидя аппапа Веня тете, ял-йыш пулăшнипе, кирпĕчрен çĕнĕ çурт купаласа лартрĕç. Часах пÿрт ăшчикки Лидя аппан çыпăçуллă аллипе тĕрленĕ алăк тата чÿрече каррисемпе илемленчĕ, урайне те хитрелетсе тĕртнĕ кавирсем сарчĕ вăл. Эпир ачасемпе выляма пырсан пире пĕр сивĕ сăмах та каласа вăрçмастчĕ.
Ывăлĕсем те, Ванюшпа Валерка, ашшĕ пекех чаплă вăйăçсем пулса ÿсрĕç. Урамри беседкăра пайтах пире купăс каласа савăнтарчĕç. Хамăр касра ачасем нумай пулнăран, питĕ хаваслăн ÿсрĕмĕр эпир. Хĕлле те, çулла та мĕн тĕрлĕ кăна вăйă выляман-ши;
Пурнăç хăй еккипех шăвать, вăхăта тытса чарма çук. Пĕр çуркуннехи илемлĕ ир, тавралăх ешĕл тумпа витĕннĕ вăхăтра, мана анне Веня тете çут тĕнчерен уйрăлса кайни пирки пĕлтерчĕ. Эпĕ питĕ хĕрхентĕм Лидя аппана. Хунямăшĕ те, Матрÿне аппа, ывăлĕ вилнĕ хыççăн нумаях пурăнаймарĕ.
Анчах темле йывăр пулсан та, Лидя аппа алă усса лармарĕ. Пилĕк ачине вĕрентсе аслă çул çине кăларчĕ. Пурнăç малаллах шурĕ. Часах пĕрин хыççăн тепри мăшăрланма тытăнчĕç. Пурне те чаплă туй туса, сĕтел ури авăнасла тутлă апат-çимĕç янтăласа, çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупмасăр тăрăшса мăшăрлантарчĕ Лидя аппа. Кил-çурт кинсемпе тата кĕрÿсемпе пуянланчĕ. Савăнса çеç пурăнмалла.
Лаша урапи те çулпа пĕр тикĕссĕн кусмасть, çавăн пекех пурнăç çулĕ те тумхахсăр пулмасть. Лайăххипе юнашар начарри те çавăнтах сиксе тухать. Пĕр кĕтмен çĕртен Лидя аппан аслă ывăлĕ пурнăçран çамрăклах уйрăлса кайрĕ. Унăн мăшăрĕ 2 ачапа тăлăха тăрса юлчĕ. Хуйхи-суйхине пусарма Лидя аппа тăтăшах чиркĕве çÿрерĕ. Чиркÿре пурнăçран ир уйрăлса кайнă тăванĕсемшĕн кĕлĕ тăвать.
Мăнуксем те, мăн мăнуксем те чылай Лидя аппан. Вĕсемпе савăнса пĕтереймест. Ачисем килсен кил-çурчĕ ача-пăча сассипе тулать. Ачисем те, мăнукĕсем те Лидя аппана пулăшсах тăраççĕ. Хăй те парăмра юлмасть, çум çумласа, алă ĕçĕ туса пулăшать.
Çавăн пек маттур та пултаруллă вăл пирĕн Лидя аппа. Ватă пулсан та лара-тăра пĕлмест. Ăçтан кăна вăй-хал тухса тăрать-ши унăн? Кÿрши-аршисем те питĕ юратаççĕ ăна. Шÿтлесе култарма та пĕлет вăл. Ваттисемпе ватăлла, çамрăксемпе çамрăкла калаçать Лидя аппа. Туйра та, ĕçкĕ-çикĕре те лара-тăра пĕлмест, юрлать те, ташлать те.
Пĕчченех пурăнать пулин те, унăн кил-çурчĕ аякранах илемĕпе илĕртет, чÿречи умĕнче те, чÿрече янаххисем çинче те тĕрлĕ тĕслĕ чечексем куçа шартараççĕ. Пĕр кун та, пĕр сехет те ахаль ларма пултараймасть вăл. Çавăнпа та хĕрĕсем хăш чухне шÿтлесе: «Анне пирĕнтен те маттур-ха вăл», — теççĕ.
Кам та пулин хăнана пырсан Лидя аппа нихăçан та сĕтел хушшине лартса хăй пĕçернĕ пăсланса ларакан вĕри апатпа сăйламасăр кăларса ямасть. Уйрăмах вăл кÿршĕре пурăнакан çамрăк кинсемпе Людмила Поляковăпа тата Елена Тарасовăпа пĕр çăвартан тенĕ пек пурăнать.
Эпĕ те Лидя аппана мĕн пĕчĕкренпех хамăн аннене юратнă пекех юратса ÿсрĕм. Паянхи кун та ăна сар хĕвел пек ăшă кăмăлĕшĕн, чĕкеç пек çепĕç чĕлхишĕн, тараватлăхĕшĕн, пур енчен те пултаруллă пулнишĕн чун-чĕререн юрататăп, иккĕмĕш анне вырăнне хурса хисеплетĕп. Çавăнпа пире тата та нумай савăнтарса пурăнма ырлăх-сывлăх, вăрăм та пархатарлă кун-çул сунатăп, Лидя аппана хисеплесе пуçăма таятăп.
В.ГОЛУБЕВА.
Хирти Ĕнел ялĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *