Четверг, 18 апреля

Чи маттуррисене палăртрĕç

Чи маттуррисене палăртрĕç

Иртнĕ номерте «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисем пуçланни çинчен çырса пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Çанталăк хĕвеллĕ те ăшă пулни шкул ачисене хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн кăтартса пама, вăрман хĕрринчи хăйне евĕр канупа туллин киленме май пачĕ.
Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисене савăнăçлă лару-тăрура пĕтĕмлетрĕç.

— Виçĕ кун хушшинче район чысне республика шайĕнче хÿтĕлеме тивĕç командăна палăртма çăмăл пулмарĕ. 152 шкул ачи патриотизмла воспитани шкулĕ витĕр тухса хăйсен çар ăсталăхĕпе спорт пултарулăхне кăтартса пачĕ, командăра пурте пĕрле килĕштерсе ĕçлесен çеç çитĕнÿ тума пулнине ăнланса çитĕнÿ патне талпăнчĕ. Çак кунсем яланлăхах ырăпа çеç асра юласса шанатăп, — палăртрĕ район администрацийĕн вĕренÿ уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Лариса Антонова.
«Орленок» вăййăн кубокне Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн команди тивĕçрĕ. 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене Нĕркеç тата Урмаел вăтам шкулĕсен командисем пайларĕç. «Зарница» вăйăра Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн командине çитекенсем пулмарĕç. Вĕсем пур енĕпе те хăйсем чи маттуррисем пулнине кăтартса пачĕç. 2-мĕш вырăнта — Александровка тĕп шкулĕн команди, 3-мĕш вырăнта — Тăманлă Выçли тĕп шкулĕн команди. Мала тухнă командăсем медальсемпе Хисеп грамотисене тата ятарлă парнесене тивĕçрĕç.
Çавăн пекех жюри членĕсем чи маттур командирсене те палăртрĕç, вĕсене те Хисеп грамотисемпе чысларĕç.
Комсомольски 2-мĕш тата Хырай Ĕнел вăтам шкулĕсен командисен район чысне республика шайĕнче хÿтĕлемелле пулать. Вĕсене ăнăçу сунатпăр.
Н. КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *