Суббота, 20 апреля

Ĕçре маттур

Ĕçре маттур

Çак кунсенче Элпуç ял тăрăхĕнче пысăк субботник ирттертĕмĕр. Чăваш Элпуçĕнче пурăнакансем ялти масара тирпейлерĕмĕр. Çак ĕçрен ваттисем те, çамрăксем те айккинче юлмарĕç. Ял старости Геннадий Прохоров тата Светлана Долгова депутат çак ĕçе пуçарса йĕркелесе пычĕç. Ф.Орлова, Л.Дмитриева, З.Сметанина çулĕсене пăхмасăрах ĕçе хутшăнчĕç, Георгий Ильин тракторпа турттарса тăчĕ. Пĕрлехи ĕç кал-кал пычĕ. Пурте тăрăшса ĕçленĕрен ĕçе хăвăрт пурнăçлама май килчĕ. Ял çыннисем ĕçе кар тăрса хутшăнчĕç. Пурне те тав.
Н.ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *