Четверг, Август 22

Тăван енĕм, эсĕ чи хакли

Тăван енĕм, эсĕ чи хакли

Комсомольски районĕ 80 çул тултарнă ятпа районти тĕп библиотека «Тăван енĕм — Каçал» /»Комсомольское, край родной»/ конкурс йĕркелерĕ. Конкурса хутшăнакансем тăван ен пирки чăвашла тата вырăсла сăвăсем шăрçаларĕç. Аслисем те, шкул ачисем те конкурсран айккинче юлмарĕç. Пурте илемлĕ йĕркесем çырнă.
Чăваш чĕлхи кунĕнче Каçал енĕмĕре халалланă сăвăсене, юрăсене районти тĕп вулавăшра авторсенчен илтме май пулчĕ те. Шăпах çак кун çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç, чи лайăх сăвăсене суйларĕç.
— Кашни сăвви чуна пырса тивет. Тăван ен — кашни çыншăн хаклă та çывăх. Тĕлĕнмелле çыпăçуллă пулса тухнă сăвăсем. Конкурса хутшăнма май тупнăшăн чĕререн тав тăватăп. Сирĕн пултарулăхăр иксĕлми пултăр, сиртен татах та сăвăсем кĕтетпĕр, — терĕ тĕп библиотека директорĕ Инна Ядрова.
Чи лайăх та илемлĕ сăвăсенчен вара библиотека ĕçченĕсем «Тăван ялăм — Каçал ен» кĕнеке хатĕрленĕ. Ăна кашни сăвă çыракана парнелерĕç.
«Тăван енĕм — Каçал» /»Комсомольское, край родной»/ конкурс çĕнтерÿçисем камсем-ха? Каçал енĕн пултаруллă çыннисем, паллах. 7—14 çулхисем хушшинче Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан Софья Иванова пулчĕ. 15—24 çулхисенчен Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче вĕренекен Анжелика Потапова тата Снежана Петрова /Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ/ маттур тесе палăртрĕç. Аслăраххисенчен Шурут ялĕнче пурăнакан Ананий Кондратьев сăвви чуна пырса тивет. Валентина Леонтьева /Тури Тимĕрчкасси/, Надежда Ершова /Хурнай/, Мария Каçалсем /Хирти Мăнтăр/, Петр Родионов ?Хирти Шăхасан/, Минадора Гаврилова /Хирти Выçли/ шăрçаланă йĕркесем — пĕтĕмпех районăмăра, çуралнă тăрăха чунтан юратнине сăнарлакан сăвăсем. Авторсен илемлĕ сăввисемпе вулакансене те паллашма сĕнетпĕр.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code