Суббота, 20 апреля

Паха опытлă, çаврăнăçуллă

Паха опытлă, çаврăнăçуллă

Районти 31-мĕш пушар чаçĕнче ĕçлекенсем пархатарлă ĕç пурнăçлаççĕ. Вĕсем «хĕрле автан» аллине лекнисене чи малтан пулăшма васкаççĕ, вут-çулăмпа куçа-куçăн тăраççĕ. Çăмăл мар ĕçре паха опыт, çаврăнăçулăх кирлĕ. Сăмахран, пушар тухни пирки шăнкăравласа пĕлтернĕ хыççăн ĕçченсен
1 минутра пуçтарăнса çула тухмалла, вырăна май килнĕ таран хăвăрт çитмелле те çулăмпа кĕрешме тытăнмалла. Инкекре кашни çеккунт, минут çав тери хаклă иккенне лайăх пĕлеççĕ пушар сÿнтерекенсем.
— Çакна пурте шута илсе ĕçлеççĕ. Вут-çулăма алхасма памасăр хăвăрт сÿнтересси — пирĕн пирвайхи тивĕç. Çавна май кашни самантрах çула тухма хатĕр тăмалла. Автомашина яланах юсавлă тата вут-çулăма сÿнтерме шыв пулмалла. Ку енĕпе вара нихăçан та чăрмав çук. Кашни кунах караулта тăватă çын дежурствăра тăрать. Вĕсем икĕ автомашинăпа çула тухаççĕ. Кирлех пулсассăн ытти ĕçченсене те чĕнсе илетпĕр. Унсăр пуçне ял тăрăхĕсенче вут-çулăм алхасакан çĕре чи малтан вырăнти пушар машинисем çитеççĕ. Вĕсем пурри чăннипех те çав тери пĕлтерĕшлĕ. Пур ĕçченсем те ĕçе яланах вăр-вар пурнăçлаççĕ, — тет кулленхи ĕçпе паллаштарса 31-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ Михаил Юльевич Дряблов.
Пушар чаçĕнче чăннипех те паха опытлă ĕçченсем тăрăшаççĕ. Коллективра — 20 ĕçчен. Кашнин ĕç стажĕ 10 çултан кая мар. Унпа пĕрлех çемье династийĕн ĕçне тăсакансем те пур. Сăмахран, Мамуткинсем, Прохоровсем, Самаринсем те чылайранпа кунта ĕçлеççĕ. Ĕçе хăнăхса пыракансем те пур. Аслисем çамрăксене ĕç опычĕпе паллаштараççĕ.
— Туслă, пĕр-пĕриншĕн тăрăшакан коллективра çеç ĕç кал-кал пырать. Ахальтен мар эпир — нумай ăмăрту, конкурс çĕнтерÿçисем. Ĕçченсем маттуррине тĕслĕхсемпе çирĕплетеççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ, — паллаштарчĕ кулленхи ĕçпе Михаил Дряблов.
Сăмах май каласан, Михаил Юльевичăн ĕç стажĕ те 15 çултан иртнĕ. Кунта вăл караул начальникĕнче тăрăшнă пулсассăн, апрель уйăхĕнчен вăл коллектива ертсе пырать.
«Апрелĕн 30-мĕшĕнче пушар хуралĕн ĕçченĕсем професси уявне паллă турĕç. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем малашне те умри тĕллевсене чыслăн пурнăçлĕç, çынсене вут-кăварпа çыхăннă инкекрен хÿтĕлĕç. Çăмăл мар ĕçĕрте çирĕп сывлăх, ăнăçусем, кăмăл çирĕплĕхĕ, телейпе ырлăх сунатăп», — терĕ уяв ячĕпе ĕçтешĕсене ăшшăн саламласа Михаил Дряблов.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *