Четверг, 18 апреля

Ентеше асра тытса

Ентеше асра тытса

Çак кунсенче инженер, вице-адмирал Василий Разумов çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕнче ятарлă мероприяти иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Инна Лепешкина, Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Александр Тихонов, «Морское братство» обществăлла организацин районти совечĕн председателĕ Евгений Орешкин тата «Морское братство» обществăлла организацин Патăрьелĕнчи уйрăмĕн членĕсем хутшăнчĕç.
Уява пуçтарăннисене Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕн директорĕ Светлана Антонова саламларĕ, шкул ачисене хăйсен паллă ентешне яланах асра тытма, ун пекех маттур та хăюллă пулма сунчĕ. Хаклă хăнасем Василий Разумова асăнса çулсерен çакăн пек уяв ирттерни питĕ ырă пулăм пулнине палăртрĕç, моряксен пурнăçĕ çинчен кăштах каласа пачĕç.
Малалла сцена çине шкул ачисем тухрĕç, хăйсен юрри-ташшипе куракансене савăнтарчĕç.
Тĕл перессипе ăмăрту та йĕркелерĕç çак кун. Унта хутшăнакансем йышлăн пулчĕç. Çи-тĕннисем хушшинче Çĕнĕ Каçал ялĕнче пурăнакан Василий Абржин çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. 2-мĕш вырăнта — 2-мĕш рангри отставкăри капитан Юрий Яковлев /Патăрьел/. 3-мĕш вырăнта — Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев.
Вĕренекенсем хушшинче 1-мĕш вырăна Анжела Константиновăпа Кирилл Долгов /Хирти Явăш тĕп шкулĕ/ тухрĕç. 2-мĕш вырăнта — Валерия Иванова /Хирти Явăш тĕп шкулĕ/ тата Максим Ильин /Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕ/. 3-мĕш вырăнта — Валентина Калюкановăпа Николай Казаков /Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕ/. Çĕнтерÿçĕсене медальсемпе грамотăсем парса чысларĕç.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *