Китайпа Чăваш Ен çывăхрах

Китайпа Чăваш Ен çывăхрах

Май уйăхĕн иккĕмĕш вунăкунлăхĕнче Шупашкарта регионсем хушшинчи хутшăнупа ĕçлекен Канашăн ларăвĕ пулать. Унта Атăл çи федераци округĕн регионĕсемпе Китай Халăх Республикин Янцзы юханшывĕн вăтам тата çÿл енчи регионĕсем малашне килĕштерсе ĕçлессине пăхса тухĕç.
Икĕ кун хушшинче республикăна Китай тата Атăл çи федераци округĕнчи регионсен ĕç делегацийĕсем килсе курĕç. Тĕлпулусенче суту-илÿпе экономика тата гуманитари облаçĕсенчи пĕрлехи проектсене реализацилессин ыйтăвĕсене пăхса тухĕç.
Раççей тата Китай регионĕсен экономикăри, политикăри тата культура çыхăнăвĕсенчи тачă хутшăнăвĕсене 2013 çулта Раççей Президенчĕ Владимир Путин çул пачĕ. Унтанпа Чăваш Республики «Атăл — Янцзы» форматпа йĕркеленнĕ Раççейпе Китай хушшинчи аталанăва активлă хутшăнать.
Экономика килĕшĕвĕсене пурнăçа кĕртнин пĕр тĕслĕхĕ — «Сычуань — Чувашия» агропромышленноç паркĕ йĕркелени. Ăна финанслассине Китай патшалăх корпорацийĕ «Сычуань Рейлвей Инвестмент» хăйĕн çине илнĕ. Корпорацие Сычуань провинци правительстви йĕркеленĕ. Унăн устав капиталĕ 20 миллиард юань, çулталăкри тупăш 70 миллиард юань, унта ĕçлекенсен хисепĕ 20 пин çын ытла.
Проекта пурнăçлама Чăваш Республикин территорийĕнче 2018 çулхи февральте 800 миллион тенкĕлĕх устав капиталĕпе «Сычуань — Чувашия Агропромышленная Торговая Компания» чикĕллĕ яваплăхлă общество йĕркеленĕ.
Паянхи куна асăннă компани ял хуçалăх ĕçĕсене Пăрачкав районĕнче кÿлĕннĕ. Кунта вĕсем пысăк пахалăхлă выльăх апачĕ туса илме 20 пин гектар çĕр хатĕрлеме пăхаççĕ. Ĕçе тивĕçлĕ техникăпа вырăнти подряд организацийĕсем пурнăçлаççĕ. Китаецсем пурнăçланă ĕçшĕн вăхăтра тÿлессишĕн яваплă пулса тăраççĕ.
Китай инвесторĕсем республика экономикине пĕтĕмпе 10 миллиард тенкĕ хывма пăхаççĕ. Вĕсенчен 3,5 миллиард тенки — 7000 пуçлăх сĕт комплексĕ тума. Шăпах çак комплекс валли апат хатĕрлеме пăхаççĕ те ĕнтĕ Пăрачкав районĕн уй-хирĕсенче.
«Сычуань — Чувашия» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн тĕп агрономĕ Олег Яндимиркин каланă тăрăх вĕсен çĕрĕсем çинче вăйлă гербицидсемпе çеç усă кураççĕ тесе калакансене ĕненме çук. Йĕркеленнĕ компанин тĕллевĕнче — тĕнче рынокĕ ыйтакан экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци туса илесси. Пысăк тухăçлă выльăхсене Европăран туянма пăхаççĕ.
Пуçăннă проектсем пурнăçа кĕресси пирки иккĕленÿ çук, мĕншĕн тесен вĕсене чи çÿллĕ шайран тĕрев параççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *