Уй-хирте

Уй-хирте

Апрелĕн 29-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче, колхозсенче çурхи культурăсене 5251 гектар акма ĕлкĕрнĕ. Кĕрхи культурăсен 67 проценчĕ юрăхсăра тухнă, вĕсем хĕл каçайман. Пурĕ 2842 гектар пĕтнĕ. Хĕл каçма вăй çитернисен 859 гектарне тата нумай çул ÿсекен курăксен 876 гектарне минераллă удобренисемпе апатлантарнă. Кĕрхи культурăсен 496 гектарне çĕнĕрен акнă.
«Комсомольские овощи» ООО çĕрулми лартма тытăннă, çак ĕçе 43 гектар çинче пурнăçланă. Ытти хуçалăхсем çĕрулмине яровизацилеме кăларнă. Кăçал иккĕмĕш çăкăр 800 гектар çинче çитĕнмелле. Пахча çимĕç культурисене «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕнче, «Турханта» лартнă. Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче 85 гектар горчица, «Родина» фермер хуçалăхĕнче 70 гектар рапс акнă.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче тăрăшакансем кĕркунне сухаласа хăварнă çĕрсен 8035 гектарне сÿреленĕ, 6491 гектарне культивациленĕ.
А.СВЕКЛОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *