Вторник, 16 апреля

Христос чĕрĕлнĕ! Чăн чĕрĕлнĕ!

Христос чĕрĕлнĕ! Чăн чĕрĕлнĕ!

Мăнкун — чи аслă уяв, праçниксен праçникĕ. Ĕмĕртен ĕмĕр çĕр çийĕн савăнăçлă сăмахсем янăраççĕ: Христос Чĕрĕлнĕ! Христос Турă ви-лĕмрен чĕрĕлсе тăнă каç районти чиркÿсемпе мăнастирте кĕлĕсем те Чăн тĕнĕн ытарайми ăслăлăхне кăтартса çав тери çĕкленÿллĕ иртрĕç. Уяв кĕллине православи тĕнĕпе пурăнакансем чылайăн хутшăнчĕç.
Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче, каçхине, Комсомольскинчи «Вознесение Господня» чиркĕвне ватти-вĕтти йышлăн пухăнчĕç. Священниксем çап-çутă тумтирсем тăхăнса çутнă çуртасемпе, хĕрессемпе турăшсем йăтса, чан çаптарса ĕненекенсемпе пĕрле чиркÿ тавра çаврăнчĕç. Ун хыççăн Николай тата Александр иерейсем Мăнкун юррине: Христос вилĕмĕнчен чĕрĕлнĕ… тесе темиçе хутчен юрларĕç, унтан пурте пĕрле чиркĕве кĕчĕç. Мăнкун каçĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Комсомольски районĕн хисеплĕ гражданинĕ, пирĕн ентеш Анатолий Иванов та халăхпа пĕрле пулчĕç, уяв кĕллинче тăчĕç. Сăмах май каласан, Анатолий Флегентович сăваплă çулăма чиркĕве илсе çитерчĕ.
Мăнкун кĕллине ваттисем çеç мар, çамрăксем, ачасем йышлăн килнĕ. Мĕнлерех савăнăçлă кăмăлпа тăчĕç вĕсем кĕлĕре. Уява кашнийĕ чăтăмсăррăн кĕтни куç кĕретех — чун тулнипе куçсем савăнăçлăн çиçрĕç, çынсем уяв ячĕпе пĕр-пĕрне ăшшăн саламларĕç.
А.АНТОНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *