Уявсене парăмсăр

Уявсене парăмсăр

Май уйăхĕ канмалли кунсемпе пуян. Нумайăшĕ çак вăхăтра ют çĕршывсене канма каять. Кану кунĕсене лайăх тата асра юлмалла ирттерес тетĕр-и? Канма кайма шут тытнă пулсассăн хăвăрăн парăмсене тĕрĕслеме ан манăр. Çакна пурнăçлама пирĕн Раççей суд приставĕсен управленийĕн сайтне кĕмелле те «Банк данных исполнительных производств» информаци сервисĕнче штрафсене тĕрĕслемелле. Çавăн пекех «ФССП» приложенипе те карас телефонран парăмсене тĕрĕслеме пулать.
Раççей Федерацийĕн суд приставĕсем 30 пин тенкĕ таран штраф пур пулсассăн, ют çĕршыва кайма чараççĕ. Çавăнпа та тимлĕ пулăр, парăмсене вăхăтра тÿлĕр.
Район çыннисене меллĕ пултăр тесе апрелĕн 26-мĕшĕнче Комсомольскинче ятарлă акци иртет. «Хăвăн парăмна пĕл» акци вăхăтĕнче район çыннисем суд приставĕнче тăрăшакан специалистсем урлă парăмсем пирки пĕлме пултараççĕ. Çак кун кăнтăрла хыççăн пристав-исполнительсем «Торговый домра», Автотурта, «Магнит» тата «Пятерочка» суту-илÿ çурчĕсенче ĕçлĕç. Вĕсем сире интереслĕ информаципе паллаштарĕç.

Г.ЮНУСОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *