Асăрханманни çуртсăр хăварнă

Асăрханманни çуртсăр хăварнă

Çуркунне юр айĕнчен тухакан çÿп-çапран хăтăлма, типĕ курăкран тасалма васкатпăр та… инкек аллине çакланатпăр. Пушартан сыхă пулмаллине час-часах асăрхаттарсан та асăрханса çитейместпĕр.
Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнче типĕ курăк çуннине пула нумай çын шар курнине телеканалсемпе сахал мар куратпăр, чăннипех те хăрушă. Чăваш Енре те типĕ курăк çуннине пула нумай шар курнине çыртăмăр, специалистсем вырăна тухса, çынсемпе тĕл пулса та сахал мар асăрхаттараççĕ. Анчах та инкек куçа курăнса килмест çав. Çак кунсенче çеç Канаш районĕнчи Виçпÿрт ялĕнче çулăм ултă çурта сиенлетнĕ тата автомашина çуннă. Хăшĕ-пĕрине юсама та май çукки паллă. Пушар типĕ курăка çунтарнинчен тухнă тесе шухăшлаççĕ. Çĕрпÿ районĕнче те типĕ курăк çунни пысăк сиен кÿнĕ.
«Çанталăк типĕ тăнине кура сыхлăх пысăк пулмалли каламасăрах паллă. Типĕ курăка çунтарни çине-çинех инкек кÿрет. Саккун территорисене курăка çунтарса «тасатма» чарать, анчах хăшĕсем çакăн çине алă сулаççĕ. Республикăра типĕ курăка тивертнĕ май вут-çулăм çурт-хуралтă çине сиксе ÿкнин 9 тĕслĕхне шута илнĕ. Çакă чăннипех те сисчĕвлентерет. Умра вăрăм кану кунĕсем пулнине кура халăх вăрмана шашлăка кайма пăхать. Асăрхаттаратăп: вăрмансенче кăвайт чĕртме юрамасть. Республикăра ятарлă режим çирĕплетнĕ. Çанталăк типĕ пулнăран асăрхануллă пуласчĕ», — пĕлтерчĕ район администрацийĕн ятарлă программăсен секторĕн начальникĕ Дмитрий Галкин.
А.МАРИЯН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *