Четверг, 18 апреля

Пултаруллисене – Хисеп грамотисем

Пултаруллисене – Хисеп грамотисем

Апрелĕн 24-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче Муниципалитет службин ĕçченĕн кунне уявларĕç. Пуçтарăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов тата районти ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен старости Геннадий Ракчеев саламларĕç .
«Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче ĕçлесси — питĕ яваплă та йывăр. Кунта ĕçлекенсен халăхпа тачă çыхăну тытмалла, халăха пăшăрхантаракан ыйтусене вăхăтра татса пама пултармалла», — палăртрĕ Александр Николаевич хăйĕн сăмахĕнче.
Чи пултаруллисем уявра район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç. Вĕсен йышĕнче: Чĕчкен ял поселени администрацийĕн тĕп специалист-эксперчĕ Людмила Григорьева, район администрацийĕн капиталлă строительство, çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Евгений Ефремов, Тукай ял поселени администрацийĕн пĕрремĕш разрядлă аслă специалисчĕ Алевтина Казакова, Аслă Çĕрпÿел ял поселени администрацийĕн специалист-эксперчĕ Екатерина Казакова, Комсомольски ял поселени администрацийĕн электрохуçалăх енĕпе ĕçлекен рабочийĕ Аркадий Козлов, Александровка ял поселени администрацийĕн виççĕмĕш разрядлă специалисчĕ Валентина Кошкина, район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕн секторĕн тĕп специалист-эксперчĕ Екатерина Конторская, район администрацийĕн вĕренÿ уйрăмĕн опекăпа попечительлĕх секторĕн тĕп специалист-эксперчĕ Татьяна Краснова, Шурут ял поселени администрацийĕн пĕрремĕш разрядлă специалисчĕ Валентина Миллина, Хирти Сĕнтĕр ял поселени администрацийĕн çарпа учет ĕçĕн инспекторĕ Ирина Петрова, Комсомольски ял поселени администрацийĕн пĕрремĕш разрядлă аслă специалисчĕ Зинаида Порфирьева, район администрацийĕн ятарлă программăсен секторĕн тĕп специалист-эксперчĕ Анастасия Соловьева, район администрацийĕн организаципе тĕрĕслев тата кадр ĕçĕн пайĕн депутатсен Пухăвĕпе ĕçлекен тата хут-документ ĕçне тăвакан тĕп специалист-эксперчĕ Любовь Степанова, Аслă Çĕрпÿел ял поселени администрацийĕн çарпа учет ĕçĕн инспекторĕ Ольга Тарасова, район администрацийĕн финанс уйрăмĕн право ĕçĕн тĕп специалист-эксперчĕ Кристина Чернова, Хырхĕрри ял поселени администрацийĕн специалист-эксперчĕ Наталия Чернова, район администрацийĕн организаципе тĕрĕслев тата кадр ĕçĕн пайĕн юридици службин секторĕн тĕп специалист-эксперчĕ Николай Чернов тата район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн тĕп специалист-эксперчĕ Алена Хораськина.
Профсоюзăн Чăваш Республикинчи организацийĕн Президиумĕн Тав хутне çак профсоюз членĕсем тивĕçрĕç: район администрацийĕн капиталлă строительство, çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Евгений Ефремов, район администрацийĕн тĕп бухгалтерĕ — учет тата отчетлăх секторĕн заведующийĕ Галина Кокшина, район администрацийĕн организаципе тĕрĕслев тата кадр ĕçĕн пайĕн начальникĕ Татьяна Крюкова тата район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн тĕп специалист-эксперчĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Вера Сумзина.
Уява пуçтарăннисене вырăнти артистсем саламларĕç. Уйрăмах Кайнлăк ял поселенийĕн актерĕсем лартнă «Кантăкран шаккарĕ ял каччи» спектакль пурин кăмăлне те кайрĕ. «Шупашкарти артистсенчен пĕрре те кая юлмаççĕ, питĕ лайăх хатĕрленнĕ», — палăртрĕç куракансем.
Н. КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *