Суббота, 20 апреля

Ай, юрлар-и, юррине

Ай, юрлар-и, юррине

Ял поселенийĕсен пултарулăх коллективĕсен район 80 çул тултарнине халалланă смотр-конкурсĕсем малалла пыраççĕ. Апрелĕн 23-мĕшĕнче Шурут ял поселенийĕн артисчĕсем куракансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.
Чи малтанах уява пуçтарăннисене Шурут ял поселенийĕн пуçлăхĕ Сергей Маштанов саламланă, ял поселенийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.
Артистсем питĕ пуян программа хатĕрленĕ, хăйсен талантне тĕрлĕ номинацире: театрализациленĕ постановкăра та, прозăра та, вокалта та, «Вокал ансамблĕ» тата «Çемье ансамблĕ» номинацисенче те — кăтартса панă. Çавăн пекех фольклор коллективĕсем йăла-йĕркесемпе паллаштарнă. Сцена çине тухнă артистсем хушшинче ял поселенийĕн пуçлăхĕ Сергей Маштанов, «Урожай» колхоз председателĕ Алексей Ершов, Шурут вăтам шкулĕн директорĕ Николай Андреев тата пĕтĕмĕшле практика врачĕ Вера Семенова та пулнине палăртма кăмăллă. Уявра Шурут ял тăрăхĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕшĕн ырми-канми тăрăшакан Алексей Ершова «Шурут ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят парса чысланă. Алексей Никифорович çак тăрăхрах çуралса ÿснĕ, кунтах тĕпленнĕ, çакăнтах ĕçлет. Вăл — чи маттур та тăрăшуллă çынсенчен пĕри. Шурут тăрăхĕ çакăн пек çынсемпе чăннипех те мухтанать.
Концерт питĕ хаваслă, асра юлмалла иртнĕ. Çавăн пекех уява килнисем вырăнти ăстасен алă ĕçĕсемпе, информаци стенчĕсемпе те паллашнă.
/ХАМĂР ИНФ./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *