Суббота, 2 декабря

Типĕ курăка ан çунтар

Типĕ курăка ан çунтар

Çанталăк ăшăтнă май, тавралăха тирпей-илем кĕртме тытăнтăмăр. Нумай çĕрте пуçтарнă çÿп-çапа, типĕ курăка, хăрăк туратсене çунтарса яма тăрăшаççĕ. Çакă шар кăтартма пултарнине пĕлмеççĕ те тейĕн.
Акă, Патăрьел районĕнчи пĕр хуçалăхра çÿп-çап çунтарни хуралтăсăр хăварнă. Улатăр тăрăхĕнче те типĕ курăк çунтарни сиен кÿнĕ. Шупашкар районĕнчи Тутаркассинчи хĕрарăм та пахча хыçĕнчи çÿп-çапа çунтарнипе инкек тÿснĕ. Кун пек тĕслĕхсем республикăра пĕрре-иккĕ анчах мар. Çавăнпа та инкекрен асăрханса типĕ курăка çунтарас марччĕ. Район çыннисене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнма ыйтатпăр!
Çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн постановленийĕпе килĕшÿллĕн май уйăхĕн 1-мĕшĕнчен республикăра пушар хăрушсăрлăхĕн ятарлă режимĕ пуçланать. Çак режима пăсакансене, кăвайт чĕртекенсене, çÿп-çап çунтаракансене административлă майпа айăплаççĕ. Уйрăм çынсене — 4 пин тенкĕ, должноçрисене — 6—15 пин тенкĕ, юридици сăпачĕсене 200—300 пин тенкĕ штраф параççĕ.
Д.ГАЛКИН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *