Пятница, 19 апреля

Çул çинче инкек ан пултăр

Çул çинче инкек ан пултăр

Кашни çулах çул çинче питĕ нумай авари пулать. Çакăн пек инкеке пула çынсем сусăрланса юлни, пурнăçран уйрăлни уйрăмах хăрушă. Çавна май ГИБДД ĕçченĕсем çула тухакансем хăрушсăрлăх йĕркисене мĕнле пăхăннине тĕрĕслеме час-часах рейдсем, профилактика мероприятийĕсем ирттереççĕ.
Иртнĕ кунсенче районти ГИБДД уйрăмĕн ĕçченĕсем «Дети. Детское удерживающее устройство» профилактика рейчĕ ирттерчĕç. Ачасемпе çула тухнă чухне вĕсене ятарлă креслăсем çине лартмаллине, хăрушсăрлăх пиçиххийĕсемпе çыхăнмаллине пурте пĕлетпĕр. Анчах та хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ку ыйту çине çителĕклĕ тимлĕх уйăрмасть. «Аякка каймастпăр-çке», — тесе тĕпренчĕкĕсене креслăсемсĕрех çула илсе тухать. Çакăн пек çăмăлттайла шухăшлани инкек патне илсе çитерме пултарнине асăрхаттарчĕç те ĕнтĕ ГИБДД ĕçченĕсем рейдра.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче ачасене ятарлă креслăсемсĕр турттарнă икĕ тĕслĕхе тупса палăртрĕç. Хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнман водительсене 3000-шер тенкĕ штраф кĕтет.
Апрелĕн 19-мĕшĕнче районта «Пешеход. Пешеходный переход» профилактика мероприятийĕ иртрĕ. Ун вăхăтĕнче çуран çÿрекенсем çул урлă каçакан вырăнсене тĕрĕслерĕç, йĕркене пăсакансене явап тыттарчĕç. Юраман вырăнта çул урлă каçакансене аса илтеретпĕр: йĕркене пăснă çакăн пек тĕслĕхсемшĕн РФ Административлă Кодексăн 12.29 статйипе килĕшÿллĕн 500 тенкĕ штраф тÿлеттереççĕ.
Профилактика мероприятийĕсемпе килĕшÿллĕн ГИБДД инспекторĕ Денис Соловьев «Каçал ен» хаçат редакцийĕн коллективĕпе тĕл пулчĕ, çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх правилисене пăхăнни мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен каласа пачĕ, районти çулсем çинчи лару-тăрупа çыхăннă ыйтусем çине туллин хуравларĕ.
Н. КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *